18 июля 2009 г.
Пĕрисем аппа, теприсем ĕçтеш, виççĕмĕшсем юлташ вырăнне хурса хисеплеççĕ районти «Авангард» хаçат редакцийĕнчи М. Амалеева оператора (ÿкер-чĕкре). Редакци «асламăшĕ» тесен те тĕрĕсех пулĕ, мĕншĕн тесен тăватă теçетке çул ытла кунта утаканни тата А. Салмин çеç пур. 40 çул хушшинче кампа çеç ĕçлемен Миндания Минегалиевна. Ĕçе ăна Н. Фомин редактор илнĕ. Николай Афанасьевич шкул саккинчен килнĕ хĕр ачана ĕçре тĕплĕ, тирпейлĕ пулма хăнăхтарнă. А. Карамапа иккĕшĕ йĕкĕреш евĕр çÿренĕ вĕсем.
Редакцинче те, типографинче те йышлăн ĕçленĕ ун чухне. Хаçата саспалли çумне саспалли пуçтарса калăпланă. Страницăсене темиçе хут вулама тÿр килнĕ. Ун чухне Миндания корректорта ĕçленĕ. Линотип (саспаллисене йĕрке çине тăратса кăларакан машина) вырнаçтарни чылай çăмăллăх кÿнĕ. Çавах ĕç вăхăчĕ каçхине 7, 8, 9-ччен те тăсăлни пулнă.
1970-1980 çулсенче хаçат ĕçĕпе вăй хунă çынна паянхи условисене кăтартсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнет. Компьютерпа текстсене пухаççĕ, калăплаççĕ. Чавса таран сăрă ăшне путакан çук. Уяв тумĕпе ĕçе килеççĕ операторсем. Чăвашла хаçата И. Кошкина калăплать, тутарлине М. Амалеева (çак ĕçе хăй тĕллĕнех вĕренчĕ). Сăн ÿкерчĕксене те вырăнлă лартаççĕ. Пичет продукцийĕ вулакансем патне паха çиттĕр тесе тăрăшаççĕ.
Тутарсен авалтан пыракан çирĕп йăласем ăруран-ăрăва куçса пыраççĕ. Аслинчен иртеймен вĕсем, хисепленĕ. Э. Абдрахманова тĕп бухгалтерпа пĕр ялтанччĕ, Эмине аппа сăмахне мала хунă Миндания Минегалиевна. Г. Шайхуллова, М. Мулюкова куçаруçăсене хисеплетчĕ. Хăйĕнчен кĕçĕнреххисене вара сахал мар ĕçе хăнăхтарчĕ. Э. Багманова, Т. Абдулвалеева, паянхи пай редакторĕнче ĕçлекен Г. Чинкина та кирлĕ канашсене унранах илнĕ.
Юратнă асанне, кукамай ĕçтешĕмĕр. Мăшăрĕпе хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ вĕсем. Иккĕшĕ те пурнăç çулĕ çине тăнă, çемьеллĕ. Лиля Шăнкăртамах качча тухнă, медицина сестри, район больницинче ĕçлет.
Савăнăçа та, хуйха та коллективпа пайлать М. Амалеева. Мăшăрĕ пурнăçран ир уйрăлчĕ унăн. Хунямăшне тăван амăшĕ вырăннех хурса хисепленĕ вăл.
Ĕç çынна чапа кăларать. Чăваш Республикин Культура министерствин, район администрацийĕн Хисеп грамотисем пур унăн. «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ.
Пуррине çурмалла пайлама, çуккине пур тума пĕлет М. Амалеева. Кунчаллă калуш илсен те паха тирлĕ пушмак туяннă пек кăтартаять. Пур çумне пур хушса пынăран çуртне-йĕрне тĕреклĕ тытса пырать.
Коллектив пысăках мар халĕ, 19 çын çеç. Пĕр çемье пек. Килти çÿп-çапа тула кăларма пехил паман ăна хуняшшĕпе хунямăшĕ. Çакна тытса тăма пĕлнĕрен те хисеплĕ вăл.
А. АСТРАХАНЦЕВА.