АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялта ырă ятлă

18 июля 2009 г.

В. Васильев Патăрьел педучилищине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн ĕçлĕ пурнăçне Йĕпреç районĕнче пуçланă. Икĕ ялти çичĕ çул вĕрентмелли шкулта ĕçленĕ. Çар тивĕçне Грузинче пурнăçланă. Ун хыççăн Кивĕ Катекри, каярахпа Кзыл Чишмари шкулсенче учительте ĕçленĕ. 1961 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван ялта çитĕнекен ăрăва воспитани парассишĕн тăрăшнă. Физика предметне вĕрентнĕ, директор çумĕ, директор пулнă. 1987 çулта вĕрентÿ отличникĕ ятне тивĕçнĕ.

1968 çултанпа краеведени ĕçне йĕркелесе пырать Василий Иванович. Учительсемпе вĕренекенсем тăрăшнипе Алманчă çинчен паха материалсем нумай пухнă. Шкулта çар тата ĕç мухтавĕн пÿлĕмне йĕркеленĕ. 1979 çулта ăна музей ятне панă.

Краеведени ĕçĕ çулран-çул анлăланса пынă. В. Васильев ял музейне уçас ыйтăва çĕкленĕ. Ăна татса панă. Директорĕ пулма Василий Ивановичах çирĕплетнĕ. Экспонатсене малалла та пуянлатса пынă. 2005 çулта халăх краеведени музейĕн ятне илнĕ.

Музея ытларах шкул ачисем пырса çÿреççĕ. Кзыл Чишмаран, Красномайскинчен килсе курманни сайра. Алманчă хăнисем те пулаççĕ. Германипе Америка çыннисем те экспонатсемпе паллашнă.

В. Васильев шкулпа, общественноçпа, хуçалăх ертÿçисемпе çыхăну тытать. Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирмин ертÿçи Ю. Попов пулăшу пама хирĕç мар музея.

Маншăн ют мар Василий Иванович. Ашшĕ 1942 çулта вилнĕ унăн. Эпир унпа Патăрьелĕнчи педучилищĕре вĕреннĕ чух пĕр общежитинче пурăннă. Пĕр татăк çăкăра та çурмалла çиеттĕмĕр. Вăрçă хыççăн пурнăç çăмăлах марччĕ. Амăшĕ виçĕ ывăлне тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерчĕ, пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Йăла-йĕркене малалла та тытса пыраççĕ Васильевсем. Хăйсен виçĕ ывăлне те аслă шкулта вĕрентрĕç.

Туслă çемье Васильевсен. Ачисем ашшĕ-амăшне пулăшаççĕ. Аслисем кăçал 75 çул тултараççĕ. Ял çинче авторитечĕ пурах вĕсен. Ахальтен тивĕç пулман ĕнтĕ Василий Иванович Алманчă ялĕн хисеплĕ гражданинĕ ятне.

М. АБДУЛЛИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика