18 июля 2009 г.
Тăнăçлăх вăл таса та кăвак тÿпе, ăшă хĕвел, ешĕл симĕс вăрман, шăнкăртатса юхса выртакан юхан шыв. Вăл юратнă аннен ăшă та çепĕç алли, сĕтел çинчи кăпăшка çăкăр. Тăнăçлăх вăл тăван кил, шкул садĕнчи йывăç аллеи, юратнă учительница, тус-тантăш, телейлĕ ачалăх...
Манăн аттен ачалăхĕ вара синкерлĕ пулнă. Кĕçех, акă, нимĕç фашисчĕсене çĕнтернĕренпе хĕрĕх çул çитет. Аслă вăрçă пуçланнă вăхăтра вăл уйăх çурăри ача пулнă. Ашшĕ вăрçа кайнă чухне вара икĕ уйăхра юлнă. Сыв пуллашнă вăхăтра вăл пепкине юратса пуçран çÿле-çÿле çĕкленĕ те хурлăхлă юрă юрласа янă. Куççуль витĕр аса илет ăна асанне.
Усал вăрçă 20 миллион çыннăн пурнăçне илсе кайрĕ. Вăл шутра манăн асатте те вăрçăран таврăнайман. Манăн атте нихăçан та унăн ăшшине туйман, “атте” тесе чĕнеймен. Асанне пилĕк ачине те пĕр-пĕчченех ура çине тăратнă. Ун чухне чи асли те вунпĕр çулта çеç пулнă.
Вăрçă хăрушлăхĕ, ирсĕрлĕхĕ пирки эпир ветерансем каласа панинчен çеç пĕлетпĕр. Унсăр пуçне иртнĕ вăрçă историйĕ çинчен кĕнекесем вулатпăр, кинофильмсем пăхатпăр. В. Быковăн “Сотников”, “Обелиск”, “Альпийская баллада”, Ю. Бондаревăн “Батальоны просят огня” кĕнекисем, “Полынь – трава горькая”, “А зори здесь тихие” тата ытти фильмсем шăпах вăрçă кĕрленĕ çулсене тĕплĕн уçса параççĕ.
Эпĕ хам йĕрлевçĕ, “Красная гвоздика” клуб членĕ. Пирĕн клуб пысăк шырав ĕçĕ ирттерет, ветерансемпе тăтăшах тĕл пулу йĕркелет. Вĕсем вăрçăри тус-юлташне аса илеççĕ, чылайăшĕ вилĕмпе куçа-куçăн кĕрешнине каласа параççĕ.
Кăçал маншăн пысăк савăнăç пулчĕ. Эпир хамăр клуб членĕсемпе, ветерансемпе пĕрле Ленинградри çапăçу пулнă истори пĕлтерĕшлĕ вырăнсене çитсе куртăмăр. Блокадăна чăтса ирттернĕ хула историйĕпе тĕплĕн паллашрăмăр.
Хулари А.Первеев ÿнерçĕпе йĕркеленĕ тĕл пулу питĕ асра юлчĕ. Сăрă ăсти тĕл пулăва 300 ÿкерчĕк илсе килнĕ. Вĕсем пурте çĕр çинчи тăнăçлăхпа, ырă та телейлĕ пурнăçпа çыхăннăскерсемччĕ.
Çемьере эпир виççĕн пĕр тăван. Пурте шкула çÿретпĕр, тÿлевсĕр кĕнекесемпе усă куратпăр. Çавăнпа таçта аякра пирĕн пек ачасемех кирлĕ пĕлÿ илейменшĕн, ытлă-çитлĕ, хăтлăхпа пурăнайманшăн, кирлĕ пек çăкăр та çиейменшĕн пăшăрханатăп. Çĕр çинчи мĕн пур ача пирĕн пек телейлĕ пурăнччăр, канлĕ выртса çывăрччăр, тутлă тĕлĕксем курччăр. Эпĕ хамăн сассăма тăнăçлăхшăн паратăп.
Э. САЛИХОВА.