18 июля 2009 г.
Сăкăтри культура çуртĕнче И.Н. Ильинăн «Тăван ен: тăван кĕтес. Сăкăт – тăван ялăм» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Тинтерех çеç пичетленсе тухнă ĕçе хаклама Санкт-Петербургри туризмпа сервиз институчĕн Шупашкар филиалĕнчи Е. Васильев профессор, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Л. Павлов ÿнерçĕ, Чăваш Республикин композиторсен ассоциаци правленийĕн яваплă секретарĕ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ С. Ильин, ЧР писательсен союзĕн правлени председателĕн çумĕ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ А. Юрату сăвăç, вĕрентекенсем, культура ĕçченĕсем, кĕнекене кун çути кăтартма укçа-тенкĕ енчен пулăшакансем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Савăнăçлă тĕл пулăва Чăваш халăх писателĕ, ЧР писательсен союзĕн председателĕ, Атăл тăрăхĕнчи 4 республикăн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, тĕрлĕ премисен лауреачĕ, Сăкăт ялĕн хисеплĕ çынни Юхма Мишши ертсе пычĕ.
Пухăннисем кашниех çак кĕнеке ял халăхĕшĕн хăйне евĕр энциклопеди пулнине çирĕплетрĕç. Ял историне, унăн аталанăвне çамрăк ăру патне çитерни чăннипех те сăваплă.
Кĕнеке авторĕ РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ, ЧР хисеплĕ таврапĕлÿçи, Сăкăт ялĕн хисеплĕ çынни Иван Николаевич Ильин хăйĕн пурнăçне ачасене пĕлÿ парассипе çыхăнтарнă: 20 çул хушши Сăкăтри вăтам шкулта директор пулса ĕçленĕ. Мăшăрĕпе 5 ача çуратса çитĕнтернĕ, аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Виçĕ ывăлĕ тĕрлĕ ăслăлăх кандидачĕсем. Хальхи вăхăтра Иван Николаевич кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать.
Юлашкинчен пухăннă хăнасем И. Ильин пурăнакан çурт çине «Çак çуртра «Мухтав» орденĕн кавалерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Петр Николаевич Ильин композитор, хор ертÿçи, педагог çуралса ÿснĕ» тата «Çак çуртра 1936 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши (М.Н. Ильин) академик çуралнă» тесе çырнă Хисеп хăмисем вырнаçтарчĕç. Иван Николаевич пирки Хисеп хăмине маларах çирĕплетнĕ. Халĕ çак çурт çинче виçĕ Хисеп хăми аякранах курăнса тăрать.
Н. МАЗЯКОВА.