АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куç ытарайми тырри-пулли – пулĕ пÿлме тулли

22 июля 2009 г.

Çиле майăн хумханакан тыр-пул куçа савăнтарать. Кĕрхисем сарăхнă, вырма та тухрĕç. Çурхисем те çанталăк çакăн пекех шăрăх тăрсан нумай кĕттермĕç. Часах çĕнĕ тырăран пĕçернĕ çăкăр çийĕпĕр. Республикăра пирĕн районти пек пĕрчĕллĕ культура йышăнакан лаптăк, 20 пин гектар ытла, урăх çук. Паллах, мухтанмалăх та, ĕçлемелĕх те пур. Хăш хуçалăхра мĕнлерех лару-тăру иккенне тата тĕш-тырă епле çитĕннине пĕлес тесе иртнĕ кĕçнерникун район пуçлăхĕ Н. Глухов, АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕ М. Калмыков, пай специалисчĕсем, хуçалăх ертÿçисем ра-йонти хирсене пăхса çаврăнчĕç.

Кăçал акара çĕрпе тухăçлă усă курма тăрăшни, минераллă удобренисем ытти çулхисенчен ытларах сапăнни тÿрех курăнчĕ. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче экономика тĕлĕшĕнчен йывăртарах ял хуçалăх предприятийĕсем те тăпрана пулăхлатма, уйсене çум курăксенчен тасатса гербицид сапма тăрăшни чăннипех те кашнине савăнтарать.

Улма-çырла питомникĕн, «Батыревский», «Исток», «Красное знамя», «Звезда», «Труд», «Малалла», «Первомайск» хуçалăхсен хирĕсенче çитĕнекен кашни культура лаптăкне пăхма кăмăллă. «Батыревский» пĕрлешÿре кĕрхисене акса хăварма çĕр ха-тĕрлеме тытăннă. Килес çул çĕр улмине 300 гектара çитерме палăртнă, вĕсен кăçал та 200 гектар ытла йышăнать. «Иккĕмĕш çăкăра» лартнă чухнех колорадо нăррисенчен хÿтĕлесе «Актара» химикатпа усă курнăран сиенлекенсем çук. Ытти хуçалăхсенче те çĕртме тума тытăннă.

«Родник» хуçалăхăн усăсăр выртнă çĕрĕсене «Звезда» тата «Гвардеец» хуçалăхсем арендăна илсе акма пуçлани пирки пĕлтернĕччĕ. Çуркунне пĕрчĕллĕ культурăсем шăтса кăна тухнăран пĕтĕмлетÿ тума йывăртарахчĕ, халĕ пурте куç умĕнче. Пĕр çултах пушă выртнă хирсенчен таса, пулăхлă çĕр тума йывăртарах çав. Çум курăксен малтанхи партине гербицидпа çунтарнă, халь теприсем вăй илме пуçланă. Иккĕмĕш çул акăнакан уйсенех пăхма кăмăллă.

«Труд» кооператив «Дуслык» хуçалăхăн тара илнĕ çĕрĕн пĕр пайне хура пусă туса тасатмалли мелпе усă курнă.

Туçа енчи халăх унчченех сухан-севок туса илессипе ĕçлет. «Звезда» кооперативра та çулленех ăна çитĕнтереççĕ. Çанталăк шăрăх тăнине пăхмасăрах асăннă культура кăçалхи çулшăн лайăх ÿснĕ. Паян-ыран кăларма та тухмалла.

«Знамя», «Мир» хуçалăхсем ытти çулсенче укçа-тен-кĕрен йывăртараххипе удобренисемпе ĕçлесех кайман, кăçал вара вăй çитернĕ. Паллах, пур лаптăка та тивĕçеймен, çакă культурăсен ÿсĕмĕнчен те курăнать.

«Вăрлăх – пулас тухăç амăшĕ, çветтуй япала», – тесе çырнăччĕ пĕр чăваш писателĕ хăйĕн хайлавĕнче. Тухăç мĕнле пуласси шăпах унран нумай килет çав. Акă, «Булинская» хуçалăх кĕрхисене паха вăрлăхпа акнă, вĕсем аван çитĕннĕ. Çурхисем вара хавшакрах.

Вырма вырмасăр ан ирттĕр тесен техника кирлĕ. Комбайнсен йышĕ çуллен чакать, ĕçлемелли лаптăк пысăкланать. Кăçал пĕр комбайнăн вăтамран 285 гектартан тырă пухса кĕртмелле, хăш-пĕр хуçалăхсенче – 300 ытла. Пĕлтĕр ку кăтарту 264 гектарпа танлашнă. Пĕр-пĕрне пулăшасси пирки халех калаçса татăлсан лайăхрах, патне çитсен кая юлма та пулать. Комбайнерсене кирлĕ шайра тÿлени тата вĕсемпе вăхăтра татăлни кадрсен йывăрлăхĕнчен тухма май парать. Шел пулин те, пĕлтĕр районти хăш-пĕр хуçалăхра механизаторсене калаçса татăлнă пек укçа паман тĕслĕхсем те пулнă.

Çапса тĕшĕленĕ тырра урамра тăратаймăн. Кĕлетсене, йĕтемсене тасатса дезинфекцилеме те вăхăт. Çавăн пекех вырма вăхăтĕнче дежурство йĕркелеме те манмалла мар.

Пĕлтĕр июлĕн 19-мĕшĕнче – пăрçа, 21-мĕшĕнче кĕрхи культурăсене вырма тухнăччĕ. Кăçал та «Труд» тата Ленин ячĕллĕ хуçалăхсенче июлĕн 19-мĕшĕнчех вырма ĕçĕсене пикенчĕç. Пурте пĕрле кар тăрса килĕштерсе ĕçлесен, пĕр сăмахра пулсан, пĕр-пĕрне пулăшсан яваплă тапхăр та вăхăтрах вĕçленĕ. Çĕнĕ çăкăра çиме пурин те сывлăх çеç пултăр.

Уй-хире пăхакансем Тăрăн ял администраци территоринче çĕнетекен «Олимп» стадиона çитсе курчĕç. Канашлăва район пуçлăхĕ Н. Глухов пĕтĕмлетрĕ.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика