22 июля 2009 г.
Çут тĕнчене килнĕ кашни пепке амăшĕшĕн чи çывăх чун пулмалла пек. Пурнăçра вара хирĕçле пулăмсене куратăн та тĕлĕнетĕн: чун панă ачана мĕншĕн чунтан пăхмалла мар-ха;
Çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин иртнĕ ларăвĕнче икĕ çамрăк хĕрарăмăн çăмăлттайлăхне, çемьери явапсăрлăхне пăхса тухнă. Именкасси хĕрарăмĕ вăтăрта, Аслă Чементи вăтăр тăватă çулта. Иккĕшĕ те виçĕ ача амăшĕ, ниçта та ĕçлемеççĕ, ирĕклĕ те тирпейсĕр пурнăçа кăмăллаççĕ. Çул çитмен ачасене выçăллă-тутăллă усрасси, темиçе кунлăха хăйсене çеç пăрахса хăварасси вĕсен хăнăхнă пурнăçĕ. Çавăнпах ĕнтĕ çакскерсен çемьере килĕшÿ те, кил-тĕрешре хăтлăх та çук.
Çул çитменнисен комиссийĕ вĕсене темиçемĕш хут та ĕнтĕ ачисене кирлĕ пек пăхманшăн, тивĕçлĕ воспитани паманшăн штрафланă. Хальхинче вĕсене çаплах намăслантарнă. Анчах çирĕп асăрхаттарнă: çамрăк хĕрарăмсем малашне те çавăн пек пурăнсан, вĕсене амăшĕн правинчен хăтарас ыйту тăрать.