22 июля 2009 г.
Район картти çинче Тури Пÿртлĕ ялĕ пуррине кашни çитĕнекен ăру пĕлеймест те пулас. Аслă çул хĕррине вырнаçман вăл. Комсомольски районĕпе чикĕленет. Пурнăçĕ вара кунта ытти ялсенчинчен пĕрре те урăхла мар. Кĕрлĕ-çурлă çанталăкра асфальт çулпа пушмак кĕллине вараламасăрах çитме пулать. Çак ырлăх савăнтарать. Культура çурчĕ ĕçлет. Кирлĕ апат-çимĕçе лавккара туянма май пур. Ĕçлеме ÿркенменнисем вăрманта утă-вутă хатĕрлеççĕ, çырла-кăмпа татаççĕ, милĕк çыхаççĕ. Пурнăçа çăтмахпа танлаштармасан та çуралнă кĕтес кашнийĕшĕншĕн хаклă.
Ялта 290 çын пурăнать. Аслăрах ăрури çынсем ытларах. Çулталăка пĕр е икĕ ача çуралать. Çемье çавăракансен йышĕ те нумай мар. Кăçал питравра пĕрремĕш туй кĕрленĕ. Çар ретне тăма ят тухни пулман. Виççĕшĕ хăйсен Конституци тивĕçне пурнăçласа таврăнчĕç. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин пĕртен-пĕр ветеранĕ пур. Çĕнĕ çурт çавăрса тĕпрен уйрăлса тухакансем çук мар. Пĕр йывăрлăхĕ вăл – ялта ĕç çукки. Çавăнпа вăйпитти яш-кĕрĕмпе çулланнă кил хуçи çурăм хыçне кутамкка çакать.
Пурнăçа вырăнта сыпăнтарса пыракансем те сахалăн мар. Акă, И. Герасимов, А. Долгова кил картинче сăвăнакан виçшер, А. Албутов, Н. Саватьев икшер ĕне тытаççĕ. Пушмак пăру, вăкăр-тына çитĕнтерекенсем пур. Сысна усраса çăвăрлаттараççĕ. Çын кĕсйинчи укçана шутлама хушман та, çавах пĕр çурана 2-2,5 пин тенкĕпе сутакансем çемье бюджетне укçа кĕртеççех. Пĕр амаран вуншар ытла çамрăк выльăх илеççĕ. Çуллахи вăхăтра пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Иртерех кишĕр, чĕкĕнтĕр, сухан, çĕр улми сутма пултаракансене чăн-чăнах правур çынсем теесех килет. Хăйсен тăрăшулăхне пула кил сиктерсе çăмăл автомашинăллă мар-и-ха ялта.
Йăх тымарне саракансем пурах. Валентинăпа Николай Унтинсен, Альбинăпа Геннадий Албутовсен çемьере тăватшар, Альбинăпа Иван Герасимовсен, Надьăпа Василий Удаловсен, Надьăпа Петр Сидоровсен, Светланăпа Валерий Кошелевсен виçшер ача çитĕнет. Пĕр касра е урамра ашшĕ, хирĕçле е юнашар ывăлĕсем уйрăлса тухса çурт лартнă. Трофимовсем, Удаловсем, Саватьевсем, Албутовсем утă кĕртес, вутă çурас, ытти ĕçсене нимелле тăваççĕ, пĕр хуранри пăтта та пĕрле çиеççĕ. Çĕр ĕçне пурнăçлама пĕрисен лаша, теприсен трактор пур, вĕлле хурчĕ евĕр ĕçченнисене тата çырса кайма пулать. П. Сидоровсен, А. Шайдуковсен, Иванпа Петр Герасимовсен, Н. Карповсен, В. Кошелевсен, В. Платоновсен, Валерийпа Николай Албутовсен çемйисем хурт-хăмăра килĕсенче тытни те çакнах çирĕплетет.
Çитĕнекен ăру Первомайскине шкула çÿрет. Вĕсене автобус турттарать. Ку ыйту татăлнă. Анчах медицина пункчĕ кивĕ. Суйлавсем умĕн кунти ĕç условийĕсене çĕнетме шантарнăччĕ. Хут çинче çеç юлчĕ пулас. Саманине кура çурт-йĕр çĕклеме те çăмăлах мар ĕнтĕ. Анчах уйрăм çынсем те «тапаçланаççĕ-çке». Çителĕклĕ пурнăçпа пурăнма май паракан ĕç «çăл куçĕсене» шыраççĕ. Тури Пÿртлĕсен пурнăçне çăмăллатакансене ырламалла çеç. Шупашкарти «Букет Чувашии» фирма та ял çыннисене хăй хÿтлĕхне илнĕ. Унта ĕç тупнисем чылай. Çул çÿресси килте пиçнĕ апата çисе сарнă вырăн çине выртасси мар та ĕнтĕ – хăнăхнă çакна. Юхать юхан шыв шавах малалла, иртекен çамрăк ĕмĕр те килмест каялла. Район центрĕнчи е ун çывăхĕнчи ялсенчи евĕр чуна тивĕçтерекен ĕç пулсан пурнăç Пÿртлĕре те аван пулмалла. Çук çав. Штатлă вырăна утакан (Первомайски больници, лавккасем, «Первомайск» хуçалăх) йышлах мар. Çавăнпа ватăлать те ĕнтĕ ял.
А. АСТРАХАНЦЕВА.