АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур ĕмĕр сакки – ачасемшĕн

22 июля 2009 г.

Кукамайпа кукаçи, Алманчăри Серафима Николаевнăпа Аркадий Андреевич Дружининсем, пĕрле пурăнма тытăнни аллă çул. Вĕсем çур ĕмĕр сакки çинче мĕнле ларса ирттерни пирки калаçма кайрăм. Ватăсем каçхи апата ларнăччĕ. Мана хапăлласа кĕтсе илчĕç. Вĕсенчен çемьеленсе çур ĕмĕре мĕнле утса тухни çинчен каласа пама ыйтрăм.

– Шăмăршă районĕнчи Палтиелĕнче вунă класс вĕренни çинчен аттестат илнĕ хыççăн Ленин ячĕллĕ колхозра ĕçлерĕм. Унтан Кзыл Чишма больницинче çирĕм çул санитаркăра тăрăшса пенсие тухрăм. Пилĕк ача çуратса ÿстертĕм. Тăватă хĕрпе пĕр ывăл. Вĕсем пурте дипломлă, ĕçлеççĕ. “Ĕç ветеранĕ”, ача амăшĕн медалĕсене, “Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи” паллăна, “Професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххи” ята тивĕçрĕм, – терĕ кукамай.

Кукаçи Алманчăри çичĕ класлă шкултан 1947 çулта вĕренсе тухса Патăрьелĕнчи вăтам шкула кайнă. Алла аттестат илнĕ вăхăт мĕнле асра юлнине каласа та пĕтереймĕн:

– Класс ертÿçи Перасковья Ивановна Соколова питĕ ăслă вырăс чĕлхи вĕрентекенĕччĕ. Вăл яланах “Вăтам пĕлÿ илнĕ çамрăкăн ялта малтисен ретĕнче пулмалла. Ан ÿркенĕр. Вунă çул вĕренсе тухнисенчен вальс, фокстрот тата вырăс-чăваш ташшисене пĕлмен ачасем ан пулччăр” тетчĕ. Çавна пулах килĕнчен патефонне илсе килсе эрнере икĕ хутчен коридорта ташлама вĕрентетчĕ. Çавăн пекех Патăрьелĕнчи РОНО инспекторĕ Арсентий Афанасьевич Карягин эрнене пĕр кун чăваш юррисене юрлама вĕрентме килетчĕ. 1951 çулта мана Алманчă шкулне математика вĕрентме ячĕç. Ял библиотеки уçма хушу кăларсан мана библиотекăна ертсе пыма приказ çырчĕç. Тепĕр икĕ çултан хĕсмете каймалла пулчĕ. Грузи тĕп хулинче пĕр казармăна Патăрьелĕнчи П.Солдатов, Г.Викторов лекрĕмĕр. Питĕ туслă, хаваслă пурăнтăмăр. Пĕр кунхине виçсĕмĕр ларнă та:

“Анлă Атăл лăпкăн хумханать,

Хумĕ хыççăн хумĕ ярăнать-ярăнать.

Аслă Атăл хумĕсем выляса çуталнăçем

Савнă çĕр-шывăм саншăн хаваслантăм”, – тесе юрласа ларатпăр. Çакна хамăр частьри командирăн политпай енĕпе ĕçлекен çумĕ итлесе тăнă. Вара штаба чĕнсе илчĕ те: “Эсир çак чăваш юрри çумне тепĕр чăваш юрри тупăр та, сире сцена çине кăларатпăр”. Çапла вара “Шурă Атăл” юрă хушса Батуминче, Грознăйра, Тбилисинчи “26 комиссаров” ятлă заводăн клубĕнче, Руставире тимĕр трубасем кăларакан заводăн сцени çинче чăваш юррисене шăрантартăмăр. Хĕсмет хыççăн каллех библиотекăра ĕçлерĕм. Çав вăхăтра Елабугăри библиотека техникумĕнче те вĕрентĕм.

1963 çулхине Алманчăри вăтам шкулта ĕçлеме пуçларăм. Çав вăхăтра Шупашкарти пединститутăн художествăпа графика факультетĕнче вĕрентĕм. Шкулта мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех ĕçлерĕм. Ачасене яланах тĕрлĕ ĕçе алă-ура вăйĕпе ĕçлеме хăнăхтарас шухăшчĕ. Ачасене Ленинград, Волгоград, Саратов, Хусан, Ульяновск, Йошкар-Ола, Шупашкар хулисене темиçе хутчен ертÿçĕ пулса илсе çÿренĕ. Ашшĕ-амăшĕнчен путевкăсем илме укçа ыйтман та темелле. Ачасемпе кĕркунне вăрмантан хыр, юман йĕкелĕсем, пилеш çырли пухса вăрман хуçалăхне сутаттăмăр. Çуркунне валли 150-200 шăнкăрч йăви тума вăрман хуралçисем материал паратчĕç. Ĕçшĕн укçа тÿлетчĕç. Шкулти столовăй тата ялти ача садĕнчи апат юлашкисемпе сысна çурисем ÿстерсе колхоза сутаттăмăр.

Çакăнта ачасен канăвĕ те, пĕр-пĕринпе çывăхланасси те, ĕçе хăнăхасси те пулнă.

Районти пионерсен çурчĕн ертÿçи Л.Табаковăпа пĕрле районти шкулсенче судомодель спортне чĕртсе ятăмăр. Малтан ялсенче, унтан районти Акатуй-Сабантуйра шкулсенчен килекен командăсемпе ăмăрту ирттереттĕмĕр. Темиçе хутчен Шупашкарсем чĕннипе районти шкулсен пĕрлештернĕ команди тĕрлĕ енлĕ кимĕпе 2-3 вырăнсене йышăннăччĕ.

Ялта кăна мар, ют районсене концертсемпе, спектакльсемпе çÿренĕ. Уйрăмăнах “Айтар”, “Çĕршĕн – хĕр”, “Юнлă туй” пьесăсене Шăмăршă районĕнчи Чаткас, Палтиел, Елчĕк районĕнчи Яманчурел ялĕсенче выляса кăтартнисем аса килеççĕ.

1985 çулта клуба ертсе пыракан В.Петровăпа калаçса ялта фольклор ушкăнĕ йĕркелерĕмĕр. Çирĕм çынран тăракан ушкăн нумай ялсенче, хĕле ăсатакан уявсенче, Шупашкарта, Канашра, Тăвайĕнче иртнĕ художество смотрĕнче, Етĕрне районĕнчи Айдак ертсе пынă хуçалăхра, Шăмăршăпа Елчĕк районĕсенчи ялсенче те пулчĕ.

Ачасенчен асли – Çĕмĕрле районĕнчи Хутар шкулĕнче учитель. Раççейре учительсене паракан медале тивĕçнĕ, район депутачĕ те пулнă. Иккĕмĕшĕ – строитель. Тĕрлĕ хулара çуртсем тăвас енĕпе ĕçлеттерет. Тепри – экономист. Шупашкарта çулсем тăвакан организацинче тĕп бухгалтер çумĕ пулса ĕçлет. Иккĕшĕ медработниксем. Пĕри Канаш районĕнчи Шăхасанта тĕп больницăра ĕçлет, тепри ялти ФАПра заведующи. Ниепле те килте телевизор умĕнче ларас килмест. Ялти пенсионерсем, инвалидсем хăйсене ертсе пыма шаннине пула вĕсен сывлăхĕсем çинчен пĕлес килет. Ялти тĕрлĕ уявра пĕрле сĕтел хушшине ларса чей ĕçме те чĕнес килет.

Ял пуçлăхĕ Г.Фомин йĕркеленипе Тутар республикин Пăва районĕнчи Фролово ялĕнчи чиркĕве кайса куртăмăр. Районти шашкăлла выляма юратакансен ăмăртăвне икĕ хутчен хутшăнтăмăр. Çуралнă кунсене, тĕрлĕ уява ачасем пурте пĕрле пухăнма тăрăшаççĕ. Пирĕн 11 мăнук, 2 кĕçĕн мăнук.

Ĕмĕр сакки сарлака теççĕ. Эпир иксĕмĕр те аттесемсĕр ÿснĕ. Аттесем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çухалнă-вилнĕ. Çапла пулин те икĕ çурт лартма тивĕç пултăмăр. Халĕ пахча-сад ĕрчетме тăрăшатпăр.

Телей – çумра юратнă çын пулсассăн,

Пĕрне-пĕри шансассăн, ăнлансан.

Телей – сана ачу-пăчу савсассăн,

Вĕсем тĕреклĕ, сывлăхлă пулсан.

Çапла вĕçлерĕ Г.Кушманова сăввин йĕркисемпе А.Дружинин мăшăрĕпе аллă çул пĕрле пурăннă вăхăта аса илсе.

Т.СЕРГЕЕВА.

Алманчăри вăтам

шкулта вĕренекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика