АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хутмалли тапхăра хатĕрленсе

25 июля 2009 г.

Çуллахи кунсем хăвăрт иртсе пыраççĕ. Часах, акă, çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăр та çитсе тăрĕ. Ăна вара паянах тимлĕ хатĕрленсе кĕтсе илмелле. Ку енĕпе районта ĕçсем мĕнлерех пыраççĕ; Çакна тишкерсе тухас тĕллевпе район пуçлăхĕ Н. Глухов ятарлă канашлу ирттернĕ. Унта хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе ирттерес ĕçсемшĕн яваплă службăсен представителĕсем хутшăннă.

Канашлура калаçу çунтармалли япаласен запасне туса хурас, хутмалли тĕрлĕ меслетсемпе усă курма хатĕр тăрас, çут çанталăк газĕн лимичĕ пирки вăхăтра калаçса татăлас, котельнăйсене, ăшă трассисене хăвăртрах хатĕрлес, ăшăтакан системăсене çуса тасатас, кадрсем хатĕрлес ыйтусем тавра пынă. Çавна май яваплă службăсен представителĕсем ку таранччен тунă ĕçсем, умри тĕллевсем пирки отчет тунă.

Район пуçлăхĕ Н. Глухов çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра ăнăçлă хатĕрленсе кĕтсе илес, сиксе тухнă кăлтăксене çийĕнчех пĕтерес тĕлĕшпе тивĕçлĕ хушусем панă.

(Хамăр корр).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика