25 июля 2009 г.
Раççей Федерацийĕнчи Ветерансен канашĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, 2009 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2010 çулхи майăн 1-мĕшĕччен Раççейре «Ветерану глубинки – народное внимание и заботу» ятпа акци иртет.
Районти ветерансен канашне пулăшас тĕллевпе çак акци Патăрьел районĕнче те пуçланчĕ. Унăн тĕллевĕ – аякри малашлăхсăр ялсенчи, транспортпа, суту-илÿпе, медицина, социаллăх енĕпе, йăла, культура ыйтăвĕсемпе тивĕçтерме кăткăсрах поселоксенчи ватăсене, ветерансене тимлĕрех пăхасси.
Çав йышăнупа килĕшÿл-лĕн куçса çÿрекен нумай енлĕ ыйтусене тивĕçтерекен ушкăнсем йĕркелеççĕ. Вĕсен шутне сывлăх сыхлавĕн, социаллă хÿтлĕх, пенси органĕсен, культура учрежденийĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, юридика службисен представителĕсене кĕртеççĕ. Çак ушкăнсем ялсене ятарлă графикпа тухса çÿреме тытăнаççĕ.
Хальхи вăхăтра ялсенчи ватă арçынсемпе хĕрарăмсен списокне туса çитерес ĕç пырать.
А. АЛЕКСЕЕВ.