АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçапа мар, çын туссемпе пуян

25 июля 2009 г.

Ыттисем юратчăр, хисеплеччĕр тесен пурнăçра паллă çын пулма е мĕн те пулин ăсталаса чапа тухма кирлех те мар. Ырă кăмăллă, уçă чĕреллĕ, таса чунлă çын пулмалла. Шăпах çак енсем пурах та ĕнтĕ Треньелĕнчи Л. Суркован. Ăна пăхсан вырăссен паллă поэчĕ Н. Некрасов хĕрарăмсене халалланă пĕр сăвăри йĕркесем аса килеççĕ:

«...Вăл чарĕ

çĕмрен пек ута та,

Вăл кĕрĕ

вут хыпнă çурта».

Уттипе çирĕп, калаçăвĕпе чĕрĕ, ĕçĕпе маттур хĕрарăма урăхрах хакламашкăн сăмахăм та çитмест. Пурнăç пăрнăçĕнчи йывăрлăхсем хуçаймарĕç ăна. Мăшăрĕ пуçланă ĕçе те малалла тăсма вăй-хал çитерет вăл. Ачисем те ура çине çирĕппĕн тăрса пыраççĕ. Вĕсемпе ларса канашласан кирек хăш ыйтăвăн тупсăмне те тупма пулатех.

Сак тулли сакăр ача çуратса ÿстернĕ Дмитриевсем. Пурте хĕр. Пĕринчен тепри чипер, илĕртÿллĕ. Екатерина Степановна вĕсене пурне те ачаранах ĕçе хăнăхтарса ÿстерме тăрăшнă. Чашăк-тирĕк çăвасси, пÿрт-çурта тирпейлесси кĕçĕнреххисем çине тиенсен, пахчара çум çумлассипе выльăх-чĕрлĕх патне тухасси аслисен тивĕçĕ пулнă. Лариса вара çемьери çиччĕмĕш ача. Вăл çуртри хăтлăхшăн явап тытнă. Чÿрече тулли çеçке ÿстернĕ. Вĕсен кашнийĕн ятне пĕлнĕ. Хăшĕ сывлăша тасатнине, хăшĕ илемĕшĕн пулнине ачаранах уйăрнă. Унра чечексем юратас туртăм пуррине ашшĕ те сиснĕ. Çавăнпа тĕрлĕ хаçат çырăнса панă, кĕнеке туяннă. Шкулта истори, географи предмечĕсене вĕрентнĕ Иван Александрович. Педагог кашни ачин хăш енĕпе туртăм çуралнине вăхăтра сиснĕ. Паян та çеçкене юратасси малта тăрать Лариса Ивановнан. Çурт умĕнчи пахчара туллиех чечек. Çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех хĕрлĕ, сарă, кĕрен, кăвак, сенкер... çеçкесем касса илем кÿрсе лараççĕ. Тюльпансем сÿнсен пионсем çурăлаççĕ, вĕсем хыççăн нарцисс, лили, астра, гладиолус, георгина, ромашка, роза ... Пÿртĕнче тата. Кашни чÿрече янахĕ чечек савăчĕпе тулнă. Залра хризантемăсем тыткăна илеççĕ. Мĕн тĕсли çеç çук. Кашни кĕтесрех урайĕнчен пуçласа мачча таранах çеçке. Çывăрмалли икĕ пÿлĕмре, кухньăра, кĕрекен çĕрте чÿлмексем. Мĕнле тасатса, шăварса, апатлантарса ĕлкĕреççĕ-ши; Савăтри тăпрара ÿсекенни çеç мар, шывра çитĕнекенни таранчченех пур. Ирпе çеçки уçăлса каçхине хупăнаканнисем те пур. Çак юрату «Олеся» лавкка çывăхĕнчи аллейăра та вырăн тупнă. Анчах пурнăçне çак ĕçпе çыхăнтарма шутламан Лариса.

Ыхра Çырминчи шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вăл Улатăрти ял хуçалăх техникумне çул тытнă. Унта бухгалтер специальноçне алла илнĕ. Тÿрех Патăрьелĕнчи çу заводне ĕçе вырнаçнă. Октябрь уйăхĕнче çакăнта шут шăрçине туртма пуçлани 30 çул çитет. Унтанпа пурнăçра тĕрлĕ улшăну пулчĕ. Петр Петровичпа пĕрлешсе 3 ача çуратрĕç. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтерчĕç. Вадим çемьеллĕ. Шупашкарта пурăнать. Кинĕ Ирина Чăваш патшалăх университетĕнче вĕрентет. Пĕр хĕр ÿстереççĕ. Олеся вара ялта ĕçлет. Федя пиллĕкмĕш класа çÿрет.

– Аслисем пурнăç çулĕ çине тăчĕç. Кĕçĕннине те пĕрле çитĕнтерĕпĕр тенĕччĕ. Шел, кĕтмен инкек Петьăн пурнăçне татрĕ, – пыра капланнă сывлăш «чăмаккине» çăтса сăмахлать Лариса Ивановна.

Юрать хуйха пусарма килĕштерекен ĕç, ачисем пур хĕрарăмăн. «Вамин Татарстан» çу заводĕнчи Н. Тумакова тĕп бухгалтерпа 30 çул пĕрле килĕштерсе вăй хурать вăл. Наиля Камалетдиновнан ырă канашĕсене ăша хывнăран çакăнтах тĕпленнĕ те. Р. Камалетдинова экономист та виççĕмĕш теçеткене яхăн вăй хурать предприятинче.

Куллен сĕт заводне сахал мар продукци килет. Вĕсене çийĕнчех ĕçе кĕртсе тирпейлемелле. Тавар сутакансемпе килĕшÿре ĕçлесси тĕп вырăнта пулмалла. Унсăрăн клиентсене çухататăн. Çакна мала хурать ĕçре Лариса Ивановна. Экономика кризисĕ ан сисĕнтĕр тесе тăрăшать. Ытларах сĕт сутакан хуçалăхсемпе татăлас ыйтăва вăраха ярас мар тесе тимлет Л. Суркова (ÿкерчĕкре).

Коллективра ырă ят илнĕ. 45 çул тултарнă чухне ăна организаци администрацийĕ Хисеп грамоти парса чысланăччĕ. 50 çулхи юбилейпа район пуçлăхĕн Хисеп грамоти тивĕçрĕ. Маларах илнисем те пур. Вăхăтĕнче организацинчи комсомол секретарĕ, профком председателĕ пулнă-çке. Субботниксенчен пĕрре те юлман. Анлă стройкăсене, выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕре хутшăннă. Юрать çемьере пĕр-пĕрне хисепленĕ. Унчченхи А. Думилин, хальхи Ш. Шейхуллов ертÿçĕсене те ырăпа асăнать.

Ĕмĕр сакки сарлака, теççĕ. Сакки сарлака пулсан та ларса канмашкăн вăхăт çитет-ха Лариса Ивановнăна. 50 çулхи юбилейне ирттернĕ хыççăн мăшăрĕ пуçарнă ырă ĕмĕтсене малалла пурнăçа кĕртессипе ĕçлесшĕн вăл. Çакна пурнăçлама унăн вăй халĕ те, тевĕшĕ те çителĕклех. Тус-юлташĕсем, тăванĕсем çумра пуртан хăйне пуян туять.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика