25 июля 2009 г.
Патăрьел районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн залĕнче районсем хушшинчи следстви пайĕ вырнаçнă территорири право йĕркине сыхлакан органсенче ĕçлекенсен канашлăвĕ иртрĕ. Унта РФ Прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн представителĕ П. Царев, Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă районĕсен прокурорĕсем Ю. Фуражников, В. Гришин, И. Мифтахутдинов, Елчĕк район прокурорĕн çумĕ В. Николаев, Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă районĕсенчи шалĕçпайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕсем С. Измуков, А. Левый, А. Алексеев, Елчĕк райшалĕçпайĕн начальникĕн çумĕ В. Викторов, экономикăллă преступленисене хирĕç кĕрешекен пай начальникĕн ĕçĕсене тăваканĕ В. Мекшеев, районсем хушшинчи следстви пайĕн ĕçченĕсем хутшăнчĕç.
Кун йĕркинчи ыйту районсем хушшинчи следстви пайĕн çур çулхи ĕçĕсем çинчен пулчĕ. Тĕп доклада следстви пайĕн ертÿçи Р. Шайхалов туса пачĕ. Вăл, тĕпрен илсен, çакна палăртрĕ:
2009 çулхи пĕрремĕш çур çулта следстви пайĕ вырнаçнă территорире шута илнĕ преступленисен хисепĕ чакнă, вăл шутра уйрăмах йывăррисем 11 процент, вĕлересси 43 процент сахалрах. Следстви пайĕн следователĕсем преступленисем пирки 397 пĕлтерĕве пăхса тухнă, 69 уголовлă ĕç пуçарнă, суда 51 уголовлă ĕç ярса панă. Судченхи уголовлă тĕпчев вăхăтĕнче граждансен Конституци прависене пăснине, айăпран хăтаракан приговор йышăннине палăртман. Преступленисене пула тунă сиенсемшĕн 453 пин тенкĕ шыраса илнĕ.
Р. Шайхалов районсенчи право йĕркине сыхлакан органсемпе тачă çыхăнса ĕçлени, çапла вара умри тĕллевсене ăнăçлăрах пурнăçлама май килни çинче чарăнса тăчĕ. Иккĕмĕш çур çул валли ĕçе лайăхлатма тивĕçлĕ тĕллевсемпе паллаштарчĕ.
Канашлура Патăрьел районĕн прокурорĕ Ю. Фуражников, Комсомольски районĕн прокурорĕ В. Гришин, Патăрьел районĕнчи шалĕçпайĕн начальникĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ С. Измуков тата ыттисем те тухса каларĕç, пĕрле çыхăнса ĕçленин уссине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç, преступленисемпе кĕрешмелли çул-йĕрсене уçăмлатрĕç.
Канашлăва хутшăннисем çакăн йышши канашлусене йăлана кĕртме сĕнчĕç. Ку вара ĕç эффективлăхне малалла ÿстерме пулăшнине палăртрĕç. Çавăн пекех малашнехи тĕллевсене те çивĕчлетрĕç.
(Хамăр корр.).