АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атте çурчĕ Лайăх, хăв туни аванрах

25 июля 2009 г.

Аталанса пыракан кашни ялтах Çамрăксен урамĕ пур, унта ытларах тĕп килтен уйрăлса тухакансем пурăнаççĕ. Тури Пÿртлĕ ялне пырса кĕнĕ çĕрте те çамрăк мăшăрсем кас тунă. Хальлĕхе вăл пĕр енлĕ кăна-ха, малашне тата та пысăкланĕ. Шăпах çак урамра пурăнаççĕ те Сидоровсем. Нимĕнпе те чапа тухман вĕсем, анчах ялта хăйсен ĕçченлĕхĕпе, маттурлăхĕпе палăрса тăраççĕ. Ара, килте кăмака çинче кĕрĕк арки кăна йăваласа ларакан çурт тăваймасть ĕнтĕ.

Кил хуçисем, Юрийпа Марина, иккĕшĕ те Тури Пÿртлĕ ялĕнчен. Пĕри – 1974, тепри 1977 çулхи. Иккĕшĕ те йышлă çемьере çуралса ÿснĕ, çавăнпа тăванлăх туртăмĕ, ĕçе юратасси, пĕр-пĕрне хисеплесси мĕн ачаранах пулнă. Маринăсем 6-ăн пĕртăван, вăл хĕрсенчен асли. Юрийсем вара 7-ĕн, вăл çемьере 5-мĕш. Чăваш халăхĕн йăли тăрăх, киле кĕçĕнни юлать. Çакна шута хурса Юрий Геннадьевич салтакран таврăнсанах хуласене ĕçлеме çÿрет. Çемье çавăрсанах уйрăлса тухаççĕ. Малтанласа çĕнĕ мăшăр Первомайски ялĕнче пурăннă, анчах чунĕсем иккĕшĕн те çуралнă ялнеллех туртăннă.

– Хулана каяс шухăш пулмарĕ-и; – ыйтатăп Маринăран.

– Çук, мăшăрăм пĕрмаях: «Хулана кайсан ĕмĕр тăршшĕпе çын ку-çĕнчен пăхса, çĕр улмипе какай парасса кĕтсе пурăнмалла», – тетчĕ. Çавăнпа тăван тăрăхран ниçта кайма та шухăшламан. Хам та мĕн пĕчĕкрен ялта пурăнма ĕмĕт-леннĕ.

2000 çулта Сидоровсем пĕчĕк пÿрт туса унта пурăнма куçнă. Кайран вара кашни кун пĕчĕккĕн пысăккине тумашкăн строительство материалĕсем туянма пуçланă. Кил хуçи алă усса ларман: хуçалăх ĕçне хутшăннă, ют вырăнсене пура тума çÿренĕ. Марина та янттине кăна кĕтсе тăман. Укçа тăвас тесех фермăна вырнаçнă, пай çумланă. 2003 çулта, çыхăну техникумне пĕтернĕскер, ялти клубра вăй хума пуçăнать. Килĕнче те пушă тăман мăшăр: выльăх-чĕрлĕх тытнă. Харăсах виçĕ сысна ами çăвăрлаттарнă тĕслĕхсем те пулнă. Юрийăн та, Маринăн ашшĕ-амăшĕ те ывăлĕпе хĕрне май çитнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Тыррине те, укçи-тенкине те панă, ĕçленĕ чухне те пĕрле тăрăшнă.

Тăванĕсемпе Çармăс вăрманĕнчен йывăç кăларса пÿрт пури тунă. Çанталăк хăш чухне мĕн ĕмĕтленнине тума чăрмантарни, кĕмĕлĕ çителĕксĕртереххи те мăшăр кăмăлне хуçман. Юрий Геннадьевичăн алли ылтăн пулнăран тата çынсем патне те пулăшма çÿреме ÿркенменрен, хăйсем патĕнче те нимелле ĕçленĕ. Тăванĕсем те пăрахман, яланах пĕрле вăй хунă.

Шухăшпа кăна шур пÿрт хăвăрт пулать, пурнăçра ай-яй нумай тăрăшмалла. 2006 çулхи Троица уявĕнче Сидоровсем пысăк пÿртне пурăнма куçаççĕ, 2007-мĕшĕнче тăванĕсене пухса хăйсен савăнăçне пайлаççĕ. Унтан пĕчĕккĕн хăтлăх кÿртме пуçлаççĕ. Газ кĕртессипе те çынсенчен юлмаççĕ.

Юрий Геннадьевичпа Марина Васильевна хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ: Юлия – 11 çулта, Владислав – 4-ра. Камсемшĕн пурăнмалли те, тумалли те пур, çавăнпах мăшăрăн ĕмĕчĕсем пысăк.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика