29 июля 2009 г.
Н.Федоров Президент сăмахшăн кивçене каймасть çав, тепĕр чух вирлĕ каласа хума та пултарать. Парламентарисем каникула кайма хатĕрленнĕ май вăл ЧР Патшалăх Канашĕн иртнĕ сессийĕнче пурне те алла-аллăн çине тăрса ĕçленĕшĕн тав турĕ, сывлăх сунчĕ.
В.Тимофеев депутат Экономика политики, агропромышленноç комплексĕ, экологи, патшалăх строительстви тата вырăнти хăй тытăмлăх комитетне ертсе пынă. Нумаях пулмасть Президент администрацийĕн ертÿçин çумĕн должноçне куçрĕ. Йышпа сасăласа В.Тимофеева депутат тивĕçĕсенчен хăтарчĕç, М.Михайловский спикер ăна саккунсем кăларас ĕçре чылай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине парса чысларĕ.
Комитет председателĕн пуканĕ вара самантлăха кăна пушанчĕ темелле. Н.Малова суйларĕç – парламентăн экономикăшăн яваплă тытăмĕн тилхепине малашне вăл тытса пырĕ.
Депутатсем миравай судьясене çирĕплетрĕç, Сĕнтĕрвăрри районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнмалли конкурс комиссийĕн членĕсене суйларĕç. Патшалăх Канашĕн 2009 çулăн иккĕмĕш çурринчи ĕç программине тишкерчĕç. Çапах кун йĕркинчи икĕ теçетке ыйтуран ытларахăшĕ – маларах йышăннă саккунсене улшăнусем кĕртесси. Тĕп ыйту, паллах, бюджетпа çыхăнни пулчĕ – «Чăваш Республикин 2009 çулхи тата планпа пăхнă 2010 тата 2011 çулсенчи республика бюджечĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проекчĕ çинчен.
Саккун проекчĕ тăкаксен тытăмне улăштарать, тĕрлĕ отрасле, социаллă хÿтлĕхе патшалăх енчен пулăшассине виçеллĕ тăвать.
Ял хуçалăхĕнче ÿсĕм палăрать – кăçалхи 5 уйăхра ял хуçалăх продукцийĕн индексĕ 103,4: танлашнă. Бюджета улшăнусем кĕртнĕ май ял хуçалăхĕнчи тавар туса кăларакансем хушма 1 млрд. ытла тенкĕ укçа илĕç: кредитсен процент виçине субсидилеме, тыр-пула страхлама, ăратлă выльăх, удобрени туянма...
Бюджета улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккун проектне ырларĕç. Н.Федоров Президент, çакăн хыççăн сăмах илнĕскер, депутатсене çакăншăн тав турĕ – питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ документ-çке.
– Кризиса пула çухатнă укçана саплаштартăмăр, – терĕ Николай Васильевич. – Кун пирки эпĕ Медведев Президентпа, Путин премьерпа, Кудринпа пĕрре çеç мар калаçнă. Пире 1,8 млрд тенкĕ çитмест тенĕччĕ. Паллах, ун чухлĕ памассине пĕлсех, саппаспа ыйтнă. Пире вара 1,4 млрд уйăрса пачĕç – май пур таран нумай. Хам та ун чухлĕ кĕтменччĕ. Çакă эпир общество финансĕсен уçă тытăмне туса хунин уссине тепĕр хут çирĕплетрĕ.
Президент ĕççи тапхăрĕ пуçланни пирки те аса илтерчĕ. Республикăра ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси ÿсни те – патшалăх енчен отрасле пулăшнин кăтартăвĕ. Эппин, ĕç-пуç шанчăксăр мар.
(«Хыпар»).