29 июля 2009 г.
Район пуçлăхĕ Н.Глухов райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисемпе черетлĕ канашлу ирттернĕ. Малтанах унта иртнĕ эрнери паллăрах пулăмсене тишкерсе тухнă.
Иртнĕ эрнере район пуçлăхĕ Н. Глухов тата ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем Çĕрпÿре пулнă, республикăри канашлăва хутшăннă. Унта лартнă тĕллевсем районти кашни ертÿçĕшĕн кирлĕ. Çавăн пекех ĕçтешсемпе тĕл пулса калаçни те паха опыта алла илме пулăшĕ.
Вĕренÿ учрежденийĕсенче çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленеççĕ. Коммунальщиксен те хĕрÿ вăхăт – хутса ăшăтмалли тапхăра кĕтсе илмелле. Патăрьел ял поселенийĕн конкурс комиссийĕ ирттернĕ аукционра котельнăйсемпе ЖКХ базине «Батыревский водоканал» пĕрлешĕве, Патăрьелĕнчи мунчана – П.Суханов предпринимателе, «Юхма» хăна çуртне – «Теплоэнергосервис» пĕрлешĕве, шыв системине «Батыревский водоканал» пĕрлешĕве концессиллĕ килĕшÿ никĕсĕ çинче панă.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче вырма ĕçĕсем пыраççĕ. Н.Глухов тыр-пула тирпейлĕ, хăвăрт пухса кĕртесси пирки уйрăмах палăртса каланă.
Канмалли кунсенче Нăрваш Шăхалĕнче В.А. Мулендеев СССР спорт мастерĕн парнисемшĕн, Н.Н. Ильин СССР спорт мастерне асăнса велосипедистсен ăмăртăвĕсем иртнĕ.
Районта нумай хваттерлĕ çуртсене, çул-йĕр юсасси, тирпей-илем кĕртесси малалла пырать.
Район пуçлăхĕ тăвакан ĕçсенче пахалăха, перекетлĕхе, хăвăртлăха тимлĕх ытларах уйăрма сĕннĕ, эрне валли çĕнĕ тĕллевсем палăртнă.