29 июля 2009 г.
Президенчĕн Н. Федоровăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн, республикăра акăнман çĕр пулмалла мар. Чăнах та, пĕлтĕрпе кăçал районта кашни лаптăкпа туллин усă курма тăрăшни сисĕнет: чылай çул акăнман çĕрсене пĕрчĕллĕ культура никĕсе хывнă, хура пусă туса хăварнă. Анчах тухăç паракан хирсемех пушă выртакан тĕслĕхсем те пур.
Район пуçлăхĕ 2008 çулхи май уйăхĕнче кăларнă хушупа килĕшÿллĕн, çĕрсемпе мĕнле ĕçленине тĕрĕслекен ятарлă комисси йĕркеленĕ. Комисси членĕсем районти хирсене тĕрĕслесе çÿренĕ хыççăн «Заря» хуçалăхра акăнман вырăнсем пуррине палăртнă.
«Заря» хуçалăхăн 1193 гектар çĕр шутланса тăрать, унтан сухаланаканни (пашня) – 1125. Ăна «Заря» тулли мар яваплă пĕрлешÿ арендăна илнĕ. Кунта нумай çул ÿсекен курăксем 384 гектар йышăнаççĕ. Çуркунне пĕрчĕллĕ культурăсем 200 гектар акса хăварнă. Çавăн пекех 270 гектар çĕре «Исток» агрофирмăна арендăна панă. Тепĕр 144 гектарĕпе И. Степанов фермер усă курать. Юлнă 127 гектара хура пусă вырăнне хăварнă. Анчах кунта çу каçса та нимĕн те туманнине палăртнă комисси членĕсем. Хура пусса çум курăкланса каясран май уйăхĕн вĕçĕнче е июнь уйăхĕн пуçламăшĕнчен агротехника ĕçĕсене тума, кĕрхисене акма хатĕрлеме тытăнмалла. Районĕпе хальхи вăхăта 4000 гектар ытла е мĕн пур лаптăкăн 70 процентĕнче çĕре хуратнă.
«Исток» агрофирма тара илнĕ лаптăкран 180 гектарне пĕрчĕллĕ культура акнă, 90-шне хура пусă туса хăварнă. Кунта агротехника ĕçĕсене пăхăнса пыни тÿрех курăнать. Çурхисем те кăçалхи çулшăн начар мар çитĕннĕ. Çĕре кирлĕ шайра пăхсан, тухăç илме пулни паллă ĕнтĕ.
«Заря» хуçалăхра юлашки çулсенче пĕрчĕллĕ культурăсене гектар пуçне 15-16 центнер кăна пухса кĕртнĕ. Хирсем çум курăк ăшне путнă, кĕрхисемпе пачах та ĕçлемен. Вĕсем вара рентабельлĕ культура шутне кĕреççĕ.
Икĕ хуçалăхăн çĕрĕсем юнашар, çул урлă кăна. «Исток» агрофирмăнне пăхма кăмăллă, «Заря» хуçалăхăнне курсан чун ыратать. Пĕрин тырри-пулли çилпе хумханать, теприн – хыт хура.
Комисси членĕсем «Заря» хуçалăха хăйĕн çĕрĕсемпе туллин те тухăçлă усă курмалли пирки асăрхаттарнă, кĕрхине никĕсе хывма халех çĕр ха-тĕрлеме пуçăнма хушнă. Малашне те çаплах пулсан кирлĕ шайра усă курман лаптăксене ытти хуçалăхсене арендăна парас ыйту лартма тивнине палăртнă. О. ПАВЛОВА.