29 июля 2009 г.
Республикăри хуласемпе ялсенчи 196 шкул хутшăнчĕ «Вĕренÿри пуçарулăх» инновациллĕ вĕрентÿ программипе пуçарнă конкурса. Вĕсем тăратнă ĕçсене ăста квалификациллĕ экспертсем тишкерчĕç. Проектсене хак панă чухне воспитанипе вĕрентÿ пахалăхне, ку чухнехи вĕрентÿ технологийĕпе эффективлă усă курнине, мониторинга тытса пынине, пĕлÿ пама кирлĕ условисем пуррине тата ыттине те шута илчĕç.
«Шкул – культурăллă, обществăлла пурнăçăн эффективлă, интереслĕ, усăллă центрĕ» номинацире Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, 400 пин тенкĕ укçа çĕнсе илчĕ.