29 июля 2009 г.
Вăрă вăрлать те хăварать, пушар нумай çул пуçтарнă пурлăха самантрах кĕле çавăрать. Çавăнпа та асăрханулăх кирлех. Çанталăк шăрăх тăни вара инкек тухас хăрушлăха тата ÿстерет. Вырсарникун каçхине, акă, Анат Чакă клубĕнче пушар тухнă. Вун виçĕ çул каялла çĕкленĕ çурт тăрри, хушма здани сиенленнĕ. Сăлтавĕ электрооборудованипе усă курнă чухне йĕркене пăснинче теççĕ. Пушар тăкакĕ сахалах та мар.
Июлĕн 28-мĕшĕнче вара çур çĕр иртсен Çĕньял çыннисем вут-кăварпа кĕрешнĕ. Инкекре пурăнмалли çуртпа хуралтăсем кĕлленнĕ.Тăкакĕ 30 пин тенкĕпе танлашать. Сăлтавĕ каллех электричествăпа çыхăннă.
Çавăнпа тепĕр хут асăрхаттарни те вырăнлă пулĕ. Вут-кăварта усă курнă чухне тимлĕхе çухатмалла марах. Электрооборудованисен юсавлăхне те тĕрĕслемелле.