АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уçрăм вулавăш алăкне

29 июля 2009 г.

Туçа библиотекинче яланах ачасем йышлă. Çитмĕл çул ытла ĕнтĕ савăнтарать вăл халăха. 1937 çулта М. Крысин килĕнче вулав çурчĕ уçаççĕ. Тепĕр çултан вара ял чиркĕвне хупса клуб хута яраççĕ. 1939 çултан пуçласа çав çуртра вулавăш вырнаçать. Нумай çул хушши унта Юлия Егоровна Тестова вăй хунă. 1946 çулта библиотекăна урăх çурта куçарнă. 2005 çулхи авăнăн 1-мĕшĕнче шкулпа ял вулавăшĕсем пĕрлешнĕ. Тепĕр çултан, çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Туçа ялĕнче тĕслĕхлĕ библиотека уçнă. Унта А. Воробьевăпа А. Леонтьева ĕçленĕ. А. Воробьева 2003 çулта çемье фестивальне хутшăнса Чăваш Республикин Культура министерствин дипломне тивĕçнĕ. 2007 çултан пуçласа вулавăша ертсе пыраканĕ А. Глинкина тата икĕ библиотекарь – А. Кузнецова, Н. Медведева. Вĕсем ĕçчен, тарават. Районта, республикăра иртекен конкурссене хутшăнаççĕ. Вулавăшра кашни уяврах тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Ачасем те библиотекарьсене юратаççĕ, хисеплеççĕ, сĕнĕвĕсене ăша хываççĕ, вĕсемпе пĕрле класс сехечĕсем ирттереççĕ.

Шкул пурнăçĕнче кĕнекесĕр май çук: кашни предметпах вуламалли, шырамалли пайтах. Ялти çынсем те хаçат-журналпа кăсăкланаççĕ, пушă вăхăт тупăнсанах роман, детектив хайлавĕсене, кроссвордсен хаçатне, пахча çимĕç журналне илме васкаççĕ.

Хуларан, ытти ялсенчен килекенсем те çырăнаççĕ библиотекăна. Вулавăша кĕнеке-журнал парнелекенсем те чылай. Библиотекăсăр пурăнаймаççĕ Туçасем. Кам ирхине, кам ĕç хыççăн килет – пурне те лайăх кĕтсе илеççĕ вулавăш ĕçченĕсем. Ачасене компьютер илĕртет. Мĕнле кăна дисксем çук-ши кунта: энциклопедисем те, вăйăсем те, хушма ĕçсем те. Пурте – тавра курăма анлăлатаканнисем, вĕре-нÿре пулăшса пыраканнисем.

Пÿлĕмĕ те пысăк, таса, ăшă, çутă. Мĕнпе илĕртет-ха вулавăш; Мĕн вулама кăмăллаççĕ паянхи шăпăрлансем; Çакна пĕлес тесе эпĕ ачасен шухăшне пĕлес терĕм.

Ирина Глинкина, 8 çулта: эпĕ ача садне çÿренĕ чухнех библиотека мĕнне пĕлнĕ. Кĕнекери ÿкерчĕксене курса савăнаттăм вара. Кăçал библиотекăпа тĕплĕнрех паллашрăм. «Тетте» журнал алăран каймасть. Кашни уйăхрах чăтăмсăррăн кĕтетĕп ăна. Класĕпех Валентина Чаплина пултарулăхĕпе паллашрăмăр.

Алеша Табаков, 10 çулта: класри пур ача та кĕнекепе туслă. Вулавăш ирттерекен кашни конкурса хутшăнатпăр эпир. Ытти мероприятисене хатĕрленме те пулăшать пире библиотека. Павлик тусăмпа пысăк тăхтавра кăсăклă кĕнеке илме чупатпăр. Пĕр-пĕрне килĕшнĕ вырăнсене вуласа паратпăр. Кĕнеке – пирĕн çывăх тус. Ăна тирпейлĕ тытмалла, çурса, ÿкерсе пĕтермелле мар.

Вероника Мулюкова, 12 çулта: пушă вăхăт тупăнсанах вулавăша васкатăп. Кĕнекесен шучĕ нумай пулни савăнтарать. Çут çанталăк çинчен вулама юрататăп. Пирĕн кĕнекесен тĕнчи яланах чечеклентĕр, пысăклантăр, малашне те пире пурăнма, вĕренме пулăшса пытăр.

Алеша Захаров, 14 çулта: эпĕ вулавăша час-часах çÿретĕп. Ытларах компьютер умĕнче ларма юрататăп. Тĕрлĕ дискпа акăлчанла лайăх калаçма, вулама-çырма вĕрентĕм. Дневникра та «4», «5» паллăсем кăна.

Даша Бельдекова, 16 çулта: библиотекăра уйрăмах стендсене кăмăллатăп, библиотекарьсемпе те туслă эпĕ: вĕсен сĕнĕвĕсене ăша хыватăп, пĕр-пĕр калавра мĕн килĕшнине пĕлтеретĕп. Ытларах фантастикăлла хайлавсене илме тăрăшатăп. Малашне вĕсем те пурнăçланасса шанатăп.

Чăннипех те вулавăш хăй патне магнит евĕр туртать.

А. ТАБАКОВА.

Туçа ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика