АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар морякĕсен уявĕ

29 июля 2009 г.

Пĕрремĕш Петĕр патша 313 çул каялла Раççей патшалăхĕн тинĕс-çар флотне туса хурасси çинчен указ кăларнă. Çавăнпа та июль уйăхĕн юлашки вырсарникунне Тинĕс-çар флочĕн кунĕ тесе паллă тăваççĕ.

«Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕ тата партин Çамрăк гвардийĕ пуçарнипе çак уяв ытти çулхисенчи пекех йĕркеллĕ, хаваслă иртрĕ. Уява Туçа ял поселенийĕн территорийĕнче йĕркелерĕç.

... Туçари Çветтуй Троица чиркĕвĕ. Палăртнă вăхăт тĕлне унта районти ялсенчен делегацисем автомобильсемпе пыра-пыра чарăнчĕç. Запасри çар морякĕсем хушшинче çамрăксем те, çулланнисем те пур. Хăшĕ-пĕри хальхи вăхăтри çапăçусене те хутшăнма ĕлкĕрнĕ, ветерансем вара 80-а та çывхараççĕ. Ытти районсенчен, Шупашкартан килсе çитрĕç хăнасем.

10 сехет. Николай атте (Николай Алексеевич Марков – унчченхи çар морякĕ) Раççей флочĕн Федор Ушаков çветтуй праведникăн турăшне сăваплас ĕçе пуçларĕ. Ку турăш Чăваш Республикинче те пĕрре çеç. Çав вăхăтра чиркĕве халăх лăках тулчĕ. Николай атте моряксене тата халăха ырă сунса пиллерĕ.

Сăвапласси вĕçленнĕ хыççăн Н.А. Маркова «Ветеран ВМФ» медальпе наградăларĕç. Çак наградăна вăл Тинĕс-çар флочĕн ĕçне парăннăшăн, çамрăк ăрăва патриотла воспитани пама хутшăннăшăн, флот йăлисене анлăн сарнăшăн тивĕçнĕ. Николай атте чейпе сăйларĕ. Çак вăхăтра ОДПФ Председателĕн М.П. Ненашевăн тата ОДПФн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн председателĕ Н.А. Васильевăн саламлă телеграммисене вуларĕç, хăш-пĕр моряксем парнеллĕ пулчĕç.

Уяв Анат Туçа пĕви патĕнче тăсăлчĕ. Кунта моряксем хутăш эстафетăра, шывра ишсе, туртăнса, вĕрен туртса тупăшрĕç: тăватă флот команди вăй виçрĕ ăмăртусенче.

Запасри матрос Ю. Портнов вĕри шÿрпепе савăнтарчĕ, запасри старшина Ю. Попов апат-çимĕç продукчĕсемпе тивĕçтерчĕ. Паллах, юрă-кĕвĕ те янăрарĕ уявра. В. Ижедеров гитарăпа выляса юрлани уйрăмах асра юлĕ.

Аса илÿ çăмхи каçченех тăсăлчĕ. 118 моряк савăнчĕ уявра.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика