29 июля 2009 г.
Кашни ĕçĕн хăйĕн кĕвви... Пÿлĕмри шăплăха çурса маçтăр тем вăхăтра пĕрре тук-тук! тутарса илет, электричествăпа темĕн чăрлаттарать, унтан чавса таран çаннине тавăрнă аллипе пушмак ăшне кĕрсе каять те атă тĕпĕсене вăрăм аптрипе типтерлĕн шăтарса çĕвĕ тăвать. Çапла черетленет кунĕпе атă-пушмак маçтăрĕн ĕç юрри.
Çирĕм пилĕк çул ĕçлет атăçă маçтăрĕнче Михаил Георгиевич Бакашин. Историшĕн чĕрĕк ĕмĕр пысăк тапхăр мар, паллах. Çын пурнăçĕшĕн вара вăл сахал мар вăхăт. «Алă пĕлсен – атăçă, пуçа килсен – пушмакçă», – теççĕ ватăсем. Миша вара çак сукмака ачаллах суйласа илнĕ. Вăрнар районĕнчи Калининăри шкул-интернатра ĕç урокĕнче хăнăхтарнă професси уншăн пурнăç çулĕ пулса тăнă. Кирек мĕнле чуна выртакан ĕç те хăнăхнă май хăйех вĕрентсе пырать. Михаил Георгиевичăн та çаплах пулнă. Паян вăл иккĕмĕш разрядлă специалист. Хăйĕн ĕçне тĕплĕ те пахалăхлă пурнăçлама тăрăшать вăл. Çавăнпах ĕнтĕ унăн клиенчĕсем те йышлă. Хамăр районти ялсенчен çеç мар, тепĕр чухне кÿршĕри Шăмăршă, Комсомольски, Елчĕк районĕсенчен те атă-пушмак юсаттарма ятарласа ун патне килеççĕ. Пурне те ăшшăн йышăнать вăл. Кирлĕ пулсан заказа васкавлă та пурнăçлать.
– Пирĕн Михаил Георгиевич çемьере çеç мар, ĕçре те хисеплĕ те кăтартуллă ĕçчен. Хăйĕн ĕçне мĕн пур тÿрĕ кăмăлтан пурнăçлать. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна кăçалхи «Акатуй-Сабантуйра» «Районта йăла йытăвĕсене тивĕçтерекен чи лайăх работник» хисеплĕ ята пачĕç. Чăннипех те тивĕçлĕ вăл çак хисепе. Эпир уншăн савăнатпăр. – Коллектив йышĕпе пысăк мар. Çичĕ çынран тăракан пĕр çемье темелле. Апла пулин те хăйсен пархатарлă ĕçĕпе ырă ята тивĕçнĕ работниксем татах та пур. Иртнĕ çул, акă, Е. Маллина парикмахерпа М. Суркова çĕвĕçе «Ĕç ветеранĕ» ята илнĕ сăлтавпа саламларăмăр. Коллективра хисепе тивĕçлисем татах та пур-ха, – паллаштарчĕ «Ландыш» тулли мар яваплă общество директорĕ Л. Андреева савăнăçа пĕрле пайласа. Лидия Васильевнăн хăйĕн те ĕç опычĕ чылай. Пĕр вырăнта ĕçлесе вăл приемщицăран директора çитнĕ.
А. ЕГОРОВА.