01 августа 2009 г.
Патăрьел районĕнче Чăваш Республикин Президент Администрацийĕн вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай начальникĕ Л.Читнаев, çак пай специалисчĕ В. Галкин, «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Г. Максимов шеф-редактор пулчĕç.
Район пуçлăхĕ Н. Глухов хăнасене паянхи социаллă-экономикăллă аталанупа, малашнехи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Президент Администрацийĕн представителĕсем райадминистрацире ĕç хучĕсемпе мĕнле ĕçленипе, нормативпа право акчĕсене мĕнле пурнăçласа пынипе кăсăкланчĕç.
Хăнасем ЧР Президенчĕн Указĕпе никĕсленсе Кĕçĕн Патăрьелĕнче тăвакан çĕнĕ урама çитсе курчĕç, кунти ĕçсене пысăк хак пачĕç.
Г. Максимовпа Н. Глухов «Тойсинское» хуçалăхра тата Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче тыр-пула пухса кĕртесси мĕнле пынипе паллашрĕç. Ĕç-пуç пирки хуçалăхсен ертÿçисем Г. Рубцовпа Ю. Попов каласа пачĕç. «Тойсинское» пĕрлешÿре хăнасем килнĕ кун тĕлне 130 гектар çĕр ха-тĕрленĕ, 80 тонна утă, 500 тонна сенаж янтăланă, 140 гектар кĕрхи тулла çулса çапнă, 3360 центнер тырă тĕшĕленĕ. Çĕр ĕç фирминче 300 гектар çĕр хатĕрлеме, 270 тонна утă, 2200 тонна сенаж тирпейлеме ĕлкĕрнĕ, 120 гектар ыраш, 60 гектар кĕрхи тулă, 43 гектар урпа çулса çапнă. Вăтам тухăç гектартан 31 центнер, урпа 49 центнер. Хăнасем ял ĕçченĕсене вырмана ăнăçлă вĕçлеме сунчĕç. А. АЛЕКСЕЕВ.