01 августа 2009 г.
«Чăваш Ен» радио ĕçлеме пуçланăранпа виçĕ уйăх ытларах иртрĕ. Çак вăхăтра вăл Чăваш Республикин пурнăçне анлăн çутатма пултарнине кăтартса пачĕ. Унта çĕнĕрен çĕнĕ ярăмсем çуралаççĕ. Вĕсенчен пĕри – «Республика сасси». Ку ярăмра çур сехет хушши районсене сăмах параççĕ.
«Республика сасси» ярăмăн черетлĕ передачи июлĕн 29-мĕшĕнче 17 сехетре эфира тухрĕ. Унта Патăрьел районне сăмах пачĕç.
Передача Патăрьел районĕн гимнĕпе пуçланчĕ. Унтан район пуçлăхĕ Н. Глухов Юхмапа Пăла тăрăхĕпе паллаштарчĕ. Малтанах вăл истори страницисене аса илтерчĕ. Унтан экономикăллă, социаллă ыйтусене çутатрĕ. Бизнес ыйтăвĕсене хускатрĕ. Ял хаçалăхĕн аталанăвĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Вырма ĕçĕсем манăçа юлмарĕç. Малашнехи тĕллевсемпе те паллаштарчĕ.
Çавăн пекех эфирта районта «Вĕрентÿ» наци проектне пурнăçласси мĕнле пыни çинчен хыпарсем янăрарĕç. Спорт, культура, сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕ çинчен те пĕлчĕç республикăри радио итлекенсем.
«Единая Россия» партин районти ĕç тăвакан секретарĕ А. Казенов Тинĕс-çар флочĕн кунне уявлани, патриотла воспитани ĕçĕ мĕнле пыни çинчен каласа пачĕ.
Передачăра район пурнăçĕпе паллаштаракан ытти ырă хыпарсем те йышлă пулчĕç.
Чăваш Енри радио Патăрьел районĕ çинчен каласа паракан передача В. Верликов ертсе пыракан Каншелĕнчи «Шуçăм» халăх фольклор ансамблĕн хаваслă юррисемпе вĕçленчĕ.
Передачăна Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн директорĕ А. Овчинникова диктор пулса ертсе пычĕ.
А. САЛМИН.