01 августа 2009 г.
Июлĕн 31-мĕшĕ тĕлне 17 хуçалăхшăн яваплă тапхăр пуçланнă. Пурĕ 2326 гектарl е мĕн пур лаптăкăн 12,1 процентне вырнă, 2039 гектар тĕшĕленĕ.
Районти вăтам тухăç 30,08 центнерпа танлашать. «Батыревский» (42,9 l центнер), «Малалла» (42,4), «Красное знамя» (36,3), «Труд» (32,2), «Первомайск» (30,7), «Исток» (30,8), Ленин ячĕллĕ (30,4) хуçалăхсен тата улма-çырла питомникĕн (35,7 центнер) тыр-пул анисем уйрăмах савăнтараççĕ.
Пĕрчĕллĕ кĕрхи культурăсене «Исток», «Малалла», «Гвардеец» хуçалăхсенче, l улма-çырла питомникĕнче пĕтĕмпех пухса кĕртнĕ.
Культура. Сохранение самобытности и развитие культуры Чувашского народа и других наррдов, проживающих в Чув. Рес-ке)
А. Талвирăн музей-усадьби пулать
Чăваш халăхĕн паллă писателĕ Алексей Талвир çуралнăранпа кăçалхи мартăн 21-мĕшĕнче 100 çул тулчĕ. Çавна май 2009 çула районта А. Талвир çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.
Патăрьелĕнчи «Çăкăр» музей территорине А. Талвир пурăннă çурта куçарса лартнă. Халăх кунта çыравçăн музей-усадьбине уçма сĕнÿсем панă. Вĕсене шута илсе июлĕн 29-мĕшĕнче çак ыйтăва татса парас тĕлĕшпе пысăк утăм тунă. Музее район пуçлăхĕ Н. Глухов, чăваш культурин паллă деятелĕ Н. Кондрашкин скульптор, район тĕп библиотекин ĕçченĕсем пынă. Вĕсем кунта музей-усадьба тумалли плана сÿтсе явнă, тĕллевсене палăртнă. Н. Глухов музей-усадьба вырăнне пĕрремĕш шалча çапнă.
Çапла вара СССР Писательсен союзĕн членĕн, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕн, чаплă ентеш-писателĕн Алексей Филиппович Башкировăн (Талвирăн) музей-усадьбине тăвас пысăк ĕç вырăнтан тапранчĕ.
(Хамăр корр.).