01 августа 2009 г.
Садсене питĕ шел... Çулла ĕçлемелли нумай пулсан та пурпĕрех лайăх. Пахчана тухатăн та, сăмсана çырла, пан улми шăрши кăтăклать. Халь хăмла, чие çырлисем куçа илĕртеççĕ. Кĕрен тĕс çапнăран таçтанах хăйсем патнелле туртаççĕ, тутанса пăхма чĕнеççĕ. Пасарпа утса пынă чух та витре тулли çырласем: «Пире туян! Пире туян!», тенĕнех туйăнаççĕ.
Паян, чăнах та, пан улмирен е хурлăхантан варени, компот тăвас тесен, пасаралла кăна утмалла. Урăх тата ăçтан тупăн; Унччен колхоз сачĕсем пурччĕ. Аслисем, ача-пăча çырла татма кĕртмелли куна кĕтсе кăна тăнă. Йĕркипе лартнă йывăçсем хушшинче çынсен сассисем кĕрлесе кăна тăратчĕç. Вĕт ура кассисем витринчен маларах çăваралла чăмтаратчĕç, вĕсен интересĕ те çавăнта пулнă. Тĕмсене хуçасран, сиенлесрен хуралçă пăхсах тăнă. Кайран тулли витресене тарасапа виçсе кăларса янă. Кам çавăнтах тÿленĕ, камăнне ĕç укçинчен тытса юлнă. Халь хăш-пĕр çĕрте çав садсем шăпăртах лараççĕ, çум пусса илнĕрен нимĕн те курăнмасть. Хăрнă йывăçсене те касса тирпейлемеççĕ. Никама та кирлĕ мар вăл садсем. Вĕсен лаптăкĕ пĕтĕмĕшле пĕчĕкех те мар.
Районта садсем 247 гектар шутланаççĕ. Чи пысăкки улма-çырла питомникĕн: 94 гектар. Чăнах та кунта тăрăшакансем пирки ырă сăмахсăр пуçне нимĕн те калаймăн. Çавăн пекех кашни хуçалăхрах тенĕ пек улма йывăççисемпе çырла тĕмĕсем ÿсекен лаптăксем пур, чылайăшĕнче вĕсем пирки «маннă». Акă, «Родина» хуçалăхра – 23, «Знамя» – 12, «Родник» – 16, «Имар» – 13, «Югель» – 9, «Гвардеец» – 8... Ыттисенче те садсем пур, лаптăкĕсем пĕчĕкрех. «Красное знамя» хуçалăхра пăхкаласа тăраççĕ, ыттисенче вара лару-тăру чаплах мар. Йывăçсене тирпейлесе тăракан ятарлă çын та çук.
Улма-çырла пиçсе çитнĕ вăхăтра ялта пурăнаканнисем, ÿркенменнисем çак садсене çÿрекелеççĕ. Анчах тĕмсене вăхăтра пăхса тăманран чылайăшĕ çимĕçне те йĕркеллĕ памаççĕ. Хăй вăхăтĕнче çав садсене лартнă, çынна ĕçлеттернĕ, халĕ кирлĕ мар пулса тăчĕç. Çуркуннесенче пăртак тирпейлесе ярсан та аптăрамастчĕ пуль, анчах татах ертÿçĕсем укçапа çыхăнтараççĕ. Тĕрĕсси тĕрĕсех, çапах садсене питĕ шел... Йĕркелесен кĕмĕлĕ те çимĕçсене сутсан кĕрет, çакна та шута хурасчĕ. О. ПАВЛОВА.