01 августа 2009 г.
– Çу каçа та кунĕпе пÿрт алăкĕ хупăнса тăмасть. Ачасем, мăнуксем килсех çÿреççĕ. Мăнуксен ачисене те сăпкара сиктерме тÿр килнĕшĕн савăнатпăр мар-и, – ют çын хапха умне çитнине курса кĕçĕн алăкран тухрĕ Тури Пÿртлĕри А. Албутов. Ун çулне Димăпа Марина пÿле-пÿле пычĕç. Йĕкĕрешсем вĕсем, Римма хĕрĕн ачисем. Вĕсен çемйи Шупашкарта пурăнать. Çул çине пуçтарăнаççĕ иккен.
Пÿрне хуçса шутламалăх пур ачисене Албутовсен. Вуннăн вĕсем. Нинăпа Лиза Сителле качча тухнă. Икшер ачаллă. Çемьеленнĕ мăнукĕсем те пур. Димăпа Коля ялах тĕпленнĕ. Тĕп киле хирĕçле çуртсем лартнă. Виçшер ачаллă. Гена та аякра пурăнмасть. Мăшăрĕпе 4 хĕр çитĕнтереççĕ. Тольăн, Васьăн, Верăн та хăйсен çемйисем. Ватлăхра ашшĕпе амăшне килте пăхакан та пур. Сергей тĕпе юлнă. Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар иккен. Терт-нушине, хура-шурне сахал мар курнă пурнăçра Александра Григорьевнăпа Артемий Миронович. Хăйсен çирĕплĕхĕпе тĕреклĕ çÿреççĕ вĕсем.
– Паян та кун шăрăх. Ĕлĕкрех те пулнă çакнашкал. Тыр вырнă чухне пуçа çĕклеме çукчĕ. Сулхăна кĕрсе лараймастăн. Каçалăк юлать, – тутăрне çамки çине пусарарах çыхса пирĕнпе калаçăва хутшăнать Александра Григорьевна. Кĕтес вырма, пăрçа çулма ачисене кÿмепе хире илсе тухни сахал пулнă-ши тата; Каярах пайсем пуçланнă. Колхоз сухан-севок, выльăх кăшманĕ çитĕнтернĕ. Вĕсене йăранпа уйăрса панă. Йышпа авăн çапма, сахалăн автан çиме лайăх теççĕ. Пĕччен-иккĕнли ана пуçне кĕнĕ çĕре Албутовсем вĕçне тухни те пулнă. Çуртра ывăл çуралсан выльăх айне тасатакан кĕреçе ашшĕн аллинчен каять, хĕрача кун çути курсан урай мунчали ун аллине куçать тесе халăхра ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Ашшĕпе амăшĕ хĕрĕсемпе ывăлĕсене çамрăкранах ĕçе хăнăхтарнă.
– Ÿркенмесен пурнăçа тытса пыма пулатех. Çулла утă хатĕрлеме май пур. Ĕнесем усратпăр. Сĕтне пуçтараççĕ. Хуть кооператива, хуть суту-илÿ пĕрлешĕвне, хуть уйрăм çынна пар. Хакĕ çеç йÿнерех. Çулла выльăхсем алăран çимеççĕ. Тăкакĕ çук. Сутнă сĕтшĕн çийĕнчех татăлаççĕ. Ĕçлемесен хапха умне никам та 100-150 тенкĕ укçа пăрахса хăвармасть. Сĕтне сутсан вăл пулатех, – хуняшшĕпе хунямăш шухăшĕсене малалла тăсать Коля ывăлĕн мăшăрĕ Альбина.
Килĕрен ĕне пур ачисен. Тĕпре те çавах. Лаша та усраççĕ ваттисем. Пăхмасăр пымасть выльăхĕ. Пăван тухнăран тихи çаран çинче çÿресшĕн мар. Сулхăна килет. Ун хыççăн амăшне те картана хупаççĕ. Пĕр выльăхĕ патнех кун каçа миçе хутлама тивет Артемий Мироновича. Лашана юратасси те ачаранах пырать унăн. Конюхра та ĕçленĕ вăл. Бригадир пулăшуçи чухне те унпа çÿренĕ. Ĕç выльăхĕ халĕ хуçалăхра кирлех. Çĕр улми лартмалла-и, йăран çырмалла-и – çынна йăлăнасси çук. Гектар çĕрпе усă курать хуçалăх. Малтанхи çулсенче сухан-севок çитĕнтерессипе те ĕçленĕ. Юлашки вăхăтра урăх культурăсем çине куçнă. Кăçал урпа та акнă. Нумай çул ÿсекен курăк анине иккĕмĕш хут çулнă.
– Ир тăратăн та каç пулнине сисместĕн. Кил хушшинче выльăх-чĕрлĕх патне туха-туха кĕрсех вăхăт иртет. Ватăлатпăр çапла. Ара, çулсем хушăнмасăр мĕн туччăр. Ачасем, мăнуксем куç умĕнчех çитĕнсе çемье çавăрса пыраççĕ те, – сăмахлаççĕ Албутовсем. Çитĕнекен ăрăва çирĕп сывлăх сунаççĕ вĕсем. Ваттисен пехилĕ çитсе пырать.
А. АСТРАХАНЦЕВА.