АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урамра нарăс, çу е раштав-и – Кунти вырăнсене савать халăх

05 августа 2009 г.

Ку шăрăхра урам тăрăх каллĕ-маллĕ утакан çук ялта. Вăйпиттисем пахча хыçĕнчи çĕр лаптăкĕнче карталанса утă çулаççĕ. Уйра выльăх валли хатĕрлеме палăртнине кĕреплепе пухса купалаççĕ. Ял кĕтĕвĕ тапăра аннă. Пăванран хăтăлайман ĕнесемпе пăрусем йывăç сулхăнне пухăннă. Çулпа хирĕç килекен велосипед çинчи çамрăк ача çеç хăш килте камсем, миçен пурăннине пÿрне хуçсах шутласа пама пултарать.

Пысăках мар Хурама Твар ялĕ. Виçĕ поселокран тăрать вăл. Иртнĕ ĕмĕрĕн малтанхи чĕрĕкĕнче Çĕньял, Тăрмăш, Турхан ялĕсенче пурăнакансем куçса вырнаçнă кунта. Кашнийĕ пĕрер урам йĕркеленĕ. Апла пулин те туслă пурăнаççĕ. Пĕрин савăнăçне пурте пĕрле, хуйхине те ушкăнпа пайлаççĕ.

Ялта 125 çын пурăнать. Вĕсенчен 45-шĕ (пĕрре виççĕмĕш пайне яхăн) пенсионерсем. Шкул çулне çитменнисене, вĕренме çÿрекеннисене, аслăраххисене, вăйпиттисене пÿрне хуçса шутлама пулать. Ĕçлеме ÿркенменни, вăрман çывăхра пулни пурнăç «парнелет» вĕсене. Вăйпитти арçынсем Мускава çÿреççĕ. Вахта меслечĕпе ĕçе вырнаçнисем пур. Кун пек чухне килте çемьепе те пурăнма пулать, алла укçа-тенкĕ те кĕрет. Çемьене тытса тăнисĕр пуçне çурт-йĕре çĕнетме те май тупаççĕ. Калдырминсем, Едривановсем, Давыдовсем, Зеленовсем çурт лартас шутлă.

Пурăнма май паракан тепĕр çăл куç пур: килĕрен пенсионер пурăнать. Уйăхсерен кĕрекен укçа-тенкĕ çурт расхучĕсене саплаштарма çитет.

Халăх милĕк, шăпăр çыхма ÿркенмест. Ăна сутса укçа тăвать. Çырлана çÿреççĕ кунсерен. Анчах пылак çимĕçĕн вăхăчĕ кĕскерех çав.

– Ĕнер çеç Л. Алексеева, О. Кудряшова, С. Тарасова каçхине 10 сехетре те кÿршĕ яла икшер витре çырла сутма кайса килчĕç, – сăмах хушрĕ пирĕнпе пĕр кинемей. Ыйхăсăр Хурама Тварсем. Икшер ĕне, самăртакан пăру тытаççĕ. Витри-витрипе сĕт сăваççĕ, сутаççĕ.

Чăтăмлăх пысăк ял халăхĕн. Кĕрлĕ-çурлă Турхан ял администрацине, район центрне çуран тухмалла чухне те ÿпкелешмен вĕсем. Халĕ асфальтлă çул. Çурчĕсене газ кĕртнĕ. Лăпкă тăрăхра экологи тĕлĕшĕнчен паха какай, сĕт, çырла, кăмпа туса илеççĕ.

Яла малашлăхсăр теме çук. Антонинăпа Николай Калдырминсен пилĕк ача, Сергейпа Оксана Едривановсен виççĕн, çемьере икшерĕн ÿсекеннисем пур. А. Иванов çар ретне тăчĕ. 4 çулта 5 ача аслă шкула вĕренме кĕнĕ. Ю. Кадушкин, Д. Калдырмин, Николайпа Александр Давыдовсем, М. Кукушкина вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ.

Ял хавалĕ пурах Хурама Тварсен. Уявсенче пĕрле пухăнаççĕ. Йăла-йĕркене тытса пыраççĕ. Кану вырăнĕ кивĕччĕ вĕсен. Çакна шута илсе унчченхи шкул филиалĕнче пÿлĕм тупса пачĕç. Унпа килĕшрĕ клуб ертÿçи Т. Давыдов. Халĕ юсав ĕçĕсене вĕçленĕпе пĕрех. Сцена хатĕр. Хутмалли сезон пуçланиччен ку ыйту та татăлать. Çамрăксемпе ташă каçĕсем, тĕрлĕ конкурс, ватăсемпе тĕрлĕ мероприяти ирттерме майне тупатех Терентий Андреевич. Ял халăхĕ клубран сивĕнмест. Унсăрăн хыпарсене ăçтан пĕлĕн. Ыйту хуравне те çакăнтах татса пама пулать. Т. Давыдов ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕ. Ял старостин тивĕçне те вăлах чыслăн пурнăçлать. Ахальтен мар ĕнтĕ республикăра старостăсен хушшинче чи лайăххисен ятне те тивĕçрĕ вăл.

А.АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика