08 августа 2009 г.
Августăн 6-мĕшĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна Пуху председателĕ М. Петров уçрĕ, ертсе пычĕ.
Ларура район бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен финанс пайĕн начальникĕн çумĕ Г. Петрова, район Уставне улшăнусем кĕртесси çинчен райадминистрацин контрольпе йĕркелÿ тата кадр ĕçĕсен пайĕн начальникĕ С. Торговцев, интерессен хирĕçтăрăвĕсене йĕркелесси çинчен райадминистраци юрисчĕ Л. Храмов доклад турĕç. Юридиципе çыхăннă ыйтусемпе район прокурорĕн çумĕ В. Ягудин тухса каларĕ.
Депутатсем ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç, пуринпе те тивĕçлĕ йышăнусем кăларчĕç.
Лару ĕçне район пуçлăхĕ Н. Глухов, ЧР Президент Администрацийĕн пай начальникĕ Л. Читнаев, пай консультанчĕ В. Галкин хутшăнчĕç. Н. Глухов сăмах тухса каларĕ.
(Хамăр корр.).