АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тăрăхĕсенче

08 августа 2009 г.

Çулла – çул-йĕр ĕçĕ валли чи лайăх вăхăт. Çакна шута илсе Ыхра Çырми ялl тăрăхĕнче территорири çулсене йĕркене кĕртме тăрăшаççĕ. Ыхра Çырминче те, Чăваш Ишекĕнче те тăпра çулсене грейдерпа хырса тухнă, асфальт сарнисене юсаççĕ. Çул тăвассипе «Спецводстрой» пĕрлешÿ, юсассипе Патăрьелĕнчи ДРСУ ĕçлеççĕ. Икĕ ялта 2980 метр çула юсаса пĕтерме «Жизнь» çĕр ĕç фирми те, ялсенче пурăнакансем те пулăшрĕç.

 Районта çĕнĕ урамсене электрификацилесси малалла пырать. Хальхи вăхăтра куl ĕçе Шăнкăртам ял тăрăхĕнчи Кзыл Камыш ялĕнче пурнăçлаççĕ. Объект подрядчикĕ – «Энергосетьстрой» пĕрлешÿ. Кзыл Камышри ĕçе вĕçленĕ хыççăн электриксем Шăнкăртама куçаççĕ. «Энергосеть-строй» Кĕçĕн Патăрьелĕнче Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе килĕ-шÿллĕн тăвакан урама та электрификациленĕ.

Патăрьел ял тăрăхĕнчи уйрăм хуçалăхсенчен кăçал 16 тонна сĕт пухнă. Ку енĕпеl «Паттăр» кооператив ăнăçлă ĕçлет.

Турханти вăтам шкулта çĕнĕ вĕренÿ çулне столовăй çуртне хатĕрлесеl çитересшĕн. Çурт кивĕ пирки унта ачасене апатланма юрăхсăрччĕ. Çавна шута илсе унчченхи учительсен общежитине реконструкцилеççĕ. Ĕçе А. Логунов предприниматель пурнăçлать.

Ĕçе хăвăртлатас тĕллевпе ашшĕ-амăшĕпе учительсен субботникне йĕркелерĕç. Ун вăхăтĕнче пушара хирĕçле шыв савăчĕ патне тăпра купаларĕç, ватă йывăçсене касрĕç, склад валли никĕс ячĕç, канализаци тума шăтăк алтрĕç.

Шкула Л. Манзуркина предприниматель те пулăшать, стройматериалпа çÿп-çап турттарма тран-спорт парса тăрать.

А. АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика