08 августа 2009 г.
Строительсен ĕçĕ куç умĕнче – куллен илемленет Патăрьел. Нумай хваттерлĕ çуртсен тăррисене ылмаштарни, фасадсене сăрласа тĕс кĕртни те район центрне çĕнĕ сăн пачĕ. Кăçаллăха 17-не юсаççĕ пулсан, çитес çул ыттисене те черет çитет. Çавăн пекех нумай хутлă çуртсем çĕкленеççĕ, вĕсенче хăтлăх хулари условисенчен кая пулмасть.
Район центрне инженерла коммуникаци тĕлĕшĕнчен реконструкцилессипе те строительсемех тăрăшаççĕ. Патăрьелĕнче шурлăхлă вырăнсем чылай, вĕсене пула кăшт çумăр çусанах пылчăк çăрăлать, урамсене кĕме çук. Дренажсем туни кăна çăрăлчăкран тухма май парать. Мичурин урамĕнче ку ĕçе вĕçленĕ, Комаров урамĕнче те паян-ыран пĕтмелле. Дренаж Киров, Ленин урамĕсенче те хума палăртнă.
Ăçта çул пур, унта пурнăç пур теççĕ. Патăрьелпе иртекен тап-такăр çула пурте хăнăхрăмăр. Асфальт айккипе пыракан икĕ енлĕ тротуар та кăмăла çĕклет. Ленин проспектĕнчи хăрах айккинчине туса пĕтернĕ, фонарьсем лартнă. Халĕ тепĕр енчине бордюрсемпе илемлетсе тротуар сарнă. Малалла больница еннелле тăсăлĕ, унти тĕп çула та тĕпрен юсĕç. Мичурин урамĕнчи çула асфальт сарнă, Комаров ячĕллинче те тĕп ĕçсене вĕçленĕ.
Районта «Таса шыв» программа ĕçлет. Унпа килĕшÿллĕн Патăрьелĕнче кăçалхи сентябрь уйăхĕнче паха шывпа усă курма тытăнмалла. Çак ырлăхпа киленекенсем больница микрорайонĕнче пурăнакансем пĕрремĕш пулĕç. Çитес çулсенче районти ытти ялсене те таса шыв çитĕ.
Ял тăрăхĕсенче те улшăнусем пулса тăраççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ ял хуçалăхне аталантарма тивĕçлĕ майсем туса парас тĕллевпе ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилотлă проекта пурнăçласси çинчен Указ кăларнăччĕ. Тăрăн ял тăрăхĕ унта хутшăнса 40 миллион тенкĕ илме тивĕçнĕ. Çак кĕмĕлпе Придорожная урама электрификациленĕ, шыв пăрăхĕсем хунă, халĕ тротуар сараççĕ. Инçех мар «Олимп» спорт комплексĕ пулать. Çитес вăхăтра кунти пур ĕç те вĕçленмелле.
Ялсене çапла майпа çĕнетесси малалла пырать. Малтан ял тăрăхĕсен проекчĕсене районта пăхса тухĕç, унтан чи лайăххисене суйласа илсе республика шайне ярĕç.
О. ПАВЛОВА.