АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унпа мухтанмалăх пур

12 августа 2009 г.

Турхан ялĕнчен паллă çынсем нумайăн тухнă, вĕсем пархатарлă ĕçсем туса палăрнă. Çавăн пеккисенчен пĕрин пирки çырса кăтартас терĕм.

Петр Семенович Гаврилов нумай пулмасть хайĕн 75 çулхи юбилейне паллă турĕ. Вăл Турхан ялĕнче 1934 çулта çуралнă. Ашшĕ, Семен Ксенофонтович, Аслă Аттелĕх вăрçинче 1942 çулхи ноябрь уйăхĕнче Тăван çĕр-шывшăн пуçне хунă. Амăшĕ, Агрепина Николаевна, пĕчченех икĕ ывăлпа пĕр хĕр пăхса ÿстернĕ, ура çине тăратнă. Валентина çитĕнсен трактор та çÿретнĕ, анчах унăн тата тепĕр тăванĕн пурнăç çулĕ кĕске пулнă. Петр амăшĕпе кăна тăрса юлнă. Ялти шкулти 7-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн малалла ăс пухма май килмен, колхоз ĕçне хутшăннă. Çăмăл пулман пурнăç ун чухне. Лашасене вăрçа ăсатнă пирки ĕне-вăкăрсене кÿлме хăнăхтарма тивнĕ. Петр вара пĕчĕклех выльăх-чĕрлĕхе юратнă, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ. Çавăнпах 1950-1951 çулсенче зоотехника вĕренсе тухать, ĕçе вырнаçать. 1953 çулта çар ретне тăрать. Служба вăхăтĕнче водитель ĕçне хăнăхать. «Виçĕ çул мĕнле иртсе кайнине те сисмерĕм», – тет хăй.

Вăл çулсенче служба хыççăн комсомол путевкипе çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене ĕçлеме янă. Петр Краснодон хулине лекет. Ăна унта каллех машина шанса параççĕ. Шахтерсене автобуспа ирхине ĕçе, каçпа килне турттарать. Анчах тăван ялĕнче пурăнакан амăшĕ килне чĕнсе çырусем çырать. Хăйне кун çути парнеленĕ çынна хĕрхенсе Петр каяллах таврăнать. «Россия» колхозăн автомобильне çÿретме тытăнать. Çамрăк çын малалла вĕренме ăнтăлать, техника вăрттăнлăхĕсене ытларах пĕлессишĕн çунать. Бугульма хулинчи индустрипе педагогика техникумне ăс пухма кĕрет, тăватă çул хушши вĕренет. Маттур каччăна кунта та асăрхаççĕ, диплом илсенех Канашри пĕрремĕш номерлĕ училищĕне педагог пулса ĕçлеме яраççĕ. Çакăнта вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хурать. Ачасене ăста водитель пулма, çынлăха мала хума вĕрентет.

Петр Семеновичра педагог пултарулăхĕ питĕ пысăк. Çынпа вăл лăпкăн, çирĕппĕн, ĕнентерÿллĕн калаçать, унпа пуплекен ăна хирĕçлеме пултараймасть. Ахальтен мар 1972 çулта «Отличник профтехобразования РСФСР» паллăна, «За успехи достигнутые в выполнении заданий девятой пятилетки по подготовке квалифицированных рабочих для народного хозяйства» Хисеп хутне, « Знак почета» ордена тивĕçнĕ.

Хальхи вăхăтра Петр Семенович тивĕçлĕ канура. Мăшăрĕпе, Елена Григорьевнăпа, пахча çимĕç, улма-çырла çитĕнтереççĕ, ĕне-выльăх тытаççĕ.

В. ДАВЫДОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика