АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕр вилĕм унки витĕр тухнисем

12 августа 2009 г.

Чĕр вилĕм унки витĕр тухнисем

Вунă çула тăсăлнă

Афган вăрçи çĕр-шыв

историйĕнче тарăн йĕр

хăварчĕ, нумай çемьене хуйхă, инкек, куççуль илсе килчĕ.

Çак сахал мар вăхăтра

мĕн чухлĕ çамрăк чĕр вилĕм унки витĕр тухаймасăр

пурнăçне татса ĕмĕрлĕхе

куçне хупмарĕ-ши; Халăхра калашле, кĕпепе çуралнисем паян пирĕнпе юнашар. Чылайăшĕ çемьеллĕ, ача-пăчаллă,

асатте-кукаçи ята тивĕçнисем те пур.

Афган вăрçине хутшăнса хăйсен çĕр-шыв умĕнчи тĕллевне пурнăçланисем пирĕн районтан 286-ăн пулнă. Шел, вĕсенчен çичĕ çамрăкăн шăпи синкерлĕ килсе тухнă. Вĕсен ашшĕ-амăшне, тăван-пĕтенне пысăк хуйха пусарма Турă пулăштăрах. Вилнĕ салтак-интернационалистсен вара йывăр тăпри çăмăл пултăр.

– Вăрçă тăршшĕпех шанчăк, пурнăç, вилĕм сыпă пек черетленсе пычĕç. Икĕ çул çурă пăшал сасси хăлхара лăпланмарĕ. Вăрçă чарăнни çирĕм çул иртрĕ пулин те пурнăçпа вилĕм хушшинчи самантсем пуçран тухмаççĕ. Тепĕр чухне вĕсем куç умĕнче пĕрин хыççăн тепри черетленеççĕ. Вутлă ункăра та чĕрĕ юлни, паллах, пирĕншĕн иксĕмĕршĕн те пысăк телей, – сăмаха нумай вакламасăр, кĕскен çеç пĕтĕмлетрĕ хăйĕн шухăшне А. Кузьмин.

1984 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче, шăп та лăп çут çанталăк хĕллехи ыйхăран вăранса чĕрĕлнĕ, йывăç-курăк ешернĕ вăхăтра Пÿртлĕри Мария Ивановнăпа Василий Пахомович Кузьминсем йĕкĕреш Аликпа Толик ывăлĕсене салтака сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе таврăнма пил панă, аслă виçĕ пиччĕшĕ пек кăтартуллă çĕр-шыв хуралçи пулма ырă суннă. Шăпа урлă сиксе каçаймăн, теççĕ ваттисем. Вун сакăр çул тултарнă каччăсене тÿрех сăртлă-туллă çĕр-шыва – Афганистана, вăрçă кĕрлекен кĕтесе хĕсмете кайма ят тухнă. Хĕрĕхмĕш армие çакланнă вĕсем. Иккĕшне те хăватлă автомашинăсем шанса панă. Анатолий аслă водитель пулнă. Вун ултă тонна кĕрекен бензовозпа çунтармалли-сĕрмелли материалсем турттарнă вăл. Вăрăм çул çинчи теветкеллĕх саманчĕсем нумай пулнă. Кирек хăш вăхăтра та вилĕм куçран пăхма пултарнă. Служба пуçламăшне вăл кивĕрех автомашинăпа çеç пуçланă. Каярахпа вĕсен чаçне пысăк ушкăн вĕр-çĕнĕ автомашинăсем илсе килсен, ăна КамАЗ автомашина шанса панă. Иккĕмĕш çулюлташ пулнă вăл уншăн. Хĕрÿ вăхăтра та, лăпкăрах самантсенче те çитмелли вырăна пĕр турткаланмасăр тухса кайнă.

Анатолийпе Алик 1986 çулхи август вĕçĕнче çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçласа таврăннă. Икĕ çул çурă пулнă вĕсем çар хĕсметĕнче, 910 талăк вилĕм ункинче пурнăçшăн тапаланнă.

Паян йĕкĕреш Кузьминсем çар тумне чыслăн та типтерлĕн упраççĕ. Воин-интернационалистсен кăкăрĕсене орденсемпе медальсем те хупламаççĕ. Çавăнпа та патшалăхран панă чи пысăк награда пирки сăмах пуçарсан та: «Салтака эпир наградăшăн кайман, атте-анне пиллĕхĕпе çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă», – терĕ татăклăн çеç йĕкĕрешсенчен пĕри Анатолий Васильевич.

Шутлă та кĕтнĕ вăхăт çитсен Анатолий Васильевич водитель ăсталăхне малалла туптанă. Малтан Первомайскинчи АТП-ра, каярахпа Сургутра вахтăпа ĕçленĕ, халĕ тăваттăмĕш çул ĕнтĕ сăра пĕçерекен «Букет Чувашии» фирмăра инçе çула çÿрекен водительте тимлет. Урăхла каласан чĕрĕк ĕмĕр унăн аллинчен руль кайман. Çакна вăл мĕн пĕчĕкрен «хурçă ута» чун-чĕререн парăннипе çыхăнтарать.

Çар хĕсметĕнчен таврăнса икĕ çул ĕçленĕ хыççăн вăл Сител чиперккипе – Светлана Николаевнăпа çемье чăмăртать. Пилĕк çул ытла тĕп килте пурăнса вăй илнĕ хыççăн çамрăк мăшăр хальхи çĕнĕ урамра çурт никĕсне янă. Ваттисен пилĕпе тата пулăшăвĕпе, хăйсен хастарлăхĕпе çур çултах çĕнĕ çурта кĕнĕ вĕсем. Паян Кузьминсен савăнса пурăнма пурте çителĕклĕ. Çурт-йĕрĕ хăтлă, тĕреклĕ, хуçалăхра йышлă выльăх усраççĕ. Ачисемпе те савăнмалăх пур. Таня харăсах икĕ аслă шкулта вĕренет, иккĕшне те хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтерме ĕмĕтленет. Дима та 11-мĕш класа каймалла. Ку таранччен вăл та «5» паллăпа çеç ĕлкĕрсе пынă. Мăшăрĕ, Светлана Николаевна, Первомайскинчи больницăра медсестра пулса ĕçлет. Ачасем килте чухне ăна та пысăк пулăш.

Алексей Васильевичăн пурнăç çулĕ вара урăхларах йĕрпе кайнă. Салтак служби хыççăн вăл Саратоври университета юридика факультетне вĕренме кĕнĕ. Аслă пĕлÿллĕ пысăк специалист паян тĕп хуламăрта прокурор çумĕнче ĕçлет, çемйипе унтах пурăнаççĕ.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика