АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçа усмасть-ха çамрăк мăшăр

15 августа 2009 г.

Хурама Твар – аслă çулран айккинерех вырнаçнă ялсенчен пĕри. Асфальт сарнă пулин те автобус çÿремест. Хупăннă çурт-сем тÿрех куç умне курăнаççĕ. Çамрăксем кунта сахалăн, мăшăрланса уйрăлса тухакансем те Турханта йăва çавăрма тăрăшаççĕ. Тăван кĕтесре тĕпленес шухăшлисем те пур. Çавсенчен пĕрисем Калдырминсем. Вĕсем «Çамрăк çемье» программăпа килĕшÿллĕн çурт-йĕр çавăрас тĕллевпе Турхан ял тăрăхĕнче черетре тăраççĕ.

Яп-яка çулпа машина çăмăллăн пырать. Ик айккипе тÿпенелле кармашакан йывăçсем мĕлтлетсе кăна юлаççĕ. Черетлĕ командировка пирĕн Хурама Твар енне пулчĕ. Лавкка умне чарăнса пĕр кинемейрен Калдырминсем ăçтарах пурăннине ыйтрăм. Андрей шăпах лавккана амăшне пулăшма килнĕ иккен. Çакăнтах сăмах-юмаха малалла тăсрăмăр.

Антонина Пантелеймоновнăпа Николай Петрович Калдырминсем 5 ачана кун çути парнеленĕ: виçĕ ывăл, икĕ хĕр. Çемьере Андрей чи асли, вăл 1984 çулта çуралнă. Унăн мăшăрĕ, Ирина Анатольевна, Çĕньял хĕрĕ пулнă. Мăшăрланнă хыççăнах çамрăк çемье уйрăлса тухас тĕллевпе пурăнать. Ним тума та çук: Андрей асли, тĕпе кĕçĕнни юлмалла. Канашри экономика колледжне пĕтернĕ пулсан та, ĕç çуккипе Ирина Турханти психоневрологи интернатне санитаркăна вырнаçнă. Андрей тĕрлĕ стройкăсене ĕçлеме çÿрет. Укçи-тенкине пухма йывăртарах çав, хальлĕхе çамрăк мăшăр çурт-йĕрлĕ пулайман-ха. Çапах та пуçа усмаççĕ, ялтах тĕпленме хатĕрленеççĕ. Максим ывăлне тăван кĕтес сиплĕхне кăтартса ура çине тăратма тăрăшаççĕ.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика