15 августа 2009 г.
Кашни вăхăтăн хăйĕн илемĕ. Чăнах та çапла мар-и-ха; Халь ак тырă анисем куçа илĕртеççĕ. Вăркăш çилĕ таçтан тухать те кашни пучаха «чуп туса» хускатать, пусă хумлăн-хумлăн хумханма тытăнать. Юнашарах пĕр тикĕссĕн шакăлтаттарса ĕçлекен комбайн сассисем пĕрпекленсе кайса çемĕ кăлараççĕ. Ку вăл – вырма кĕвви, юрри...
– Ял хуçалăхĕнче вăй хума çăмăл мар, анчах хире тухатăн та, ывăнни, тарăхни таçта иртсе каять. Малалла талпăнас туртăм çуралать. Часах çĕнĕ çăкăр çийĕпĕр, çакă та хăват парать. Мĕн акнине йĕркеллĕ те тирпейлĕ кăна пуçтарса кĕртесчĕ. Çĕр умĕнчи парăма татасчĕ, – тет «Звезда» хуçалăх ертÿçи В. Кузнецов тырă пуссисемпе паллаштарса çÿренĕ май.
«Звезда» кооперативра пĕрчĕллĕ культурăсем 560 гектар йышăнаççĕ. Çанталăк шăрăх тăнине пăхмасăр кунта тĕш-тырă лайăх çитĕннĕ: пучахсем тулли те вăрăм. Тухăçа та начар тесе калама çук, гектартан 30 центнера яхăн тухать. Çуркунне минераллă удобрени сапни, гербицидпа çум курăксене вăхăтра тасатни пысăк витĕм кÿрет çав. Вырма çывăх кунсенче вĕçленмелле. Хальлĕхе пуçтармалли 100 гектар ытларах тулă, сĕлĕ – 20, вика 15 гектар юлнă.
Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ, çавна май тырри те, утă-улăмĕ те сахал мар кирлĕ. Çакна шута илсе Анат Туçасем «Родник» хуçалăхăн çĕрне арендăна илнĕ. Пĕлтĕр 76 гектар кăна пулнă, кăçал лаптăка пысăклатнă. 240 гектартан тулă – 60, урпа 100 гектар йышăннă, ытти – хура пусă. Ăна виçĕ хутчен çум курăк ĕрчесрен хуратнă, паян-ыран тăваттăмĕш хут сÿрелеççĕ. Ун хыççăнах кĕрхи тулă акса хăварма па-лăртнă.
«Звезда» хуçалăх комбайнĕсем эпир пынă чух шăпах Вăтаелсен çĕрĕ çинче тыр-пул пуçтаратчĕç. Икĕ «Дон-1500 Б» таçтанах курăнаççĕ. «Уй-хир карапĕсем» шанчăклă алăра: Г. Кузнецовпа И. Овечкин вырмара çĕнĕ çынсем мар. Вĕсене В. Плешкова, Д. Нурсов пулăшаççĕ. Бункера тулнă тырра С. Астраханцевпа М. Зайцев водительсем йĕтем çине турттарса тăраççĕ.
– Арендăна илнĕ çĕрпе юлашки çулсенче усă курман. Вĕсене çум курăкран тасатассишĕн аванах вăй хума тиврĕ. Тухăçĕ те савăнмаллиех мар, анчах ку çулшăн аптрамасть пек туйăнать. Çитес çул анасем тирпейлĕрех пулĕç, минераллă удобренисемпе ытларах усă курма шухăшлатпăр, – тет Валерий Леонидович.
Вăтаелсене çĕрĕпе усă курнăшăн, уйрăм çынсен пайĕсемшĕн «Звезда» хуçалăх 15 тонна тырă парать.
Анат Туçари йĕтем çинче тырра нумай вырттармаççĕ, çийĕнчех тасатса кĕлете кĕртеççĕ. Кунта ятарлă бригада килĕшÿпе тăрăшать. Уй-хир бригадирĕ – йĕтем заведующийĕ С. Перепелкин пăхса йĕркелесе тăрать. Н. Зайцевпа Н. Перепелкин машинистсем сортировкăна тикĕс ĕçлеттерессишĕн вăй хураççĕ.
Хуçалăх кĕлечĕ тырăпа туласси куç кĕрет, халăха пама та çитет. Ытлашшине Канаш хулинчи элеватора та леçнĕ. Хакĕ чăнласах та кулăшла: икĕ тенкĕ те çитмĕл пус. Ăна та халь йăлтах укçан парасшăн мар иккен.
– Леçнĕ тыррăн 10 проценчĕ чухлĕ ыраш çăнăхпе татăласшăн, ыттине вара – укçапа. Пĕрремĕш е чи лайăх сортлă çăнăха илме хирĕç мар, анчах ырашăнне ăçта хумалла; Ял халăхĕ ăна туянмасть, хамăртан кулнăнах туйăнать, – тет В. Кузнецов пăшăрханса. Пуçа ватмалăх пур. Тырă хакĕ йÿнни, ытти пĕтĕм япаласем хакланнă чухне, тарăхтарать те, шухăшлаттарать те. Çитменнине юлашки вăхăтра топливо ÿсни пирки калаççĕ. «Звезда» хуçалăхра вăл кунне 2 тонна яхăн пĕтет. Вырмана ирттерсе яма ăна янтăланă, анчах ĕç çакăнпа çеç вĕçленмест. Кун пек хаксемпе ăçтан укçа тумалла; Тырă хăйхаклăхне кăлараять-ши хуть;
Выльăхсем валли виçĕ улăм ури тунă, пурĕ вăл тăваттă кирлĕ. Унсăр пуçне рулонлă улăма ферма çывăхне купаласа хунă. Халăха тивĕçтерессине те йĕркеленĕ, кил умне леçсех параççĕ.
Кĕрхи культурăсене акас вăхăт та çитсе пырать. Анат Туçара çĕртме тăвассине вĕçлесе пыраççĕ. Кулленех хирте МТЗ-1221, Т-150, МТЗ, икĕ ДТ çĕре хуратаççĕ. Вĕсемпе В. Овечкин, С. Казаков, Г. Кошельков тăрăшаççĕ, Ю. Батмановпа А. Мартышкин, Ю. Кузнецовпа А. Андреев сменăпа ĕçлеççĕ.
Ял çыннисен канма вăхăт çук: пĕр ĕçĕ вĕçленичченех тепри пуçланать. Анат Туçасем кашнине вăхăтра тума тăрăшаççĕ.
О. ПАВЛОВА.