15 августа 2009 г.
Ĕçпе тивĕçтерме майсем пур
Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйтупа «Шупашкарти агрегат завочĕ» пĕрлешÿре ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Ку заводăн ĕçпе тивĕçтерессипе кăтартусем лайăхрах. Президент çамрăксем пирки уйрăмах тимлĕ пулмаллине асăрхаттарнă. Николай Федоров ĕçлĕ тĕл пулăва пухăннисенчен шалу енĕпе мĕнле татăлса пынине те ыйтса пĕлнĕ.
Чăваш Енрен вĕренмеллĕх пур
Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераллă органсен представителĕсемпе ирттернĕ тĕл пулура Чăваш Ен бюджетне йĕркелес ыйтусене сÿтсе явнă. Канашлура палăртнă тăрăх Чăваш Ен бюджетпа ĕçленине Раççейĕпех вĕренмелĕх пур.
Халăха ĕç парассишĕн
Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров эрнесерен ирттерекен канашлура халăха ĕçпе тивĕçтермелли 2009 çулхи программа мĕнле пурнăçланса пынине тĕп вырăна хунă. Кун пирки патшалăх службин ертÿçи Л. Шимин доклад тунă.
Президент патшалăх панă укçапа çынсене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе çителĕксĕр ĕçленĕшĕн хăш-пĕр предприятисен ертÿçисене хытах критикленĕ.