15 августа 2009 г.
«Ял халăхĕ выльăх-чĕрлĕх усрать, пахча çимĕç çитĕнтерет. Ытлашши продукцине сутса çемье бюджетне укçа-тенкĕ кĕртет. Кĕçĕн Арапуçĕнчи З. Мокеева, М. Краснова, Э. Краснова хуçалăхĕсем куллен 30-шар, Р. Маркидановăпа Л. Бородкина çемйисем 20-шер килограмм сĕт сутаççĕ. Аван-çке. Анчах та халăха пăшăрхантараканни пур. Ĕнесене кĕтÿре çÿренĕ чухне ĕçме шыв çук. Продукцине те чакарать çакă.
«Авангард» хаçатра Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ халăх ĕнисем валли шыв ĕçме пĕве тутарттарас пирки çырнине ăмсанса вуларăмăр. Пирĕн тăрăхра кун пирки шутлакан çук», – тесе çырчĕç Кĕçĕн Арапуçĕнче пурăнакансем хаçат редакцине. Ыйтăва тивĕçлипе татса парас ĕçе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Маркиданов хутшăнасса шанаççĕ вĕсем.
Именкассисене
Н. Михайлов алă пачĕ
Çÿлерех асăннă ыйтупа Именкассисем те тарăхсах çитнĕ. Мĕнле пултăр-ха вăл ялта шывсăр; Çуллахи вăхăтра хур-кăвакала ăçта ямалла; Вут-кăвар тухасран та пĕве кирлех. Ыйтăва пухусенче пĕрре мар çĕкленĕ вĕсем. Пулăшу кĕтсе илейменрен «Труд» хуçалăх ертÿçи Н. Михайлов патне çитнĕ. Хирĕçлемен Николай Петрович. Бульдозерпа тивĕçтернĕ. Виçĕ кун чаврĕ Н. Лаврентьев механизатор. Унчченхи пĕвене тĕппипех тасатрĕ. Çăлĕсем те питĕрĕннĕ. Халĕ вĕсене уçса ярасси çеç. Пулăшушăн тем пекех хĕпĕртерĕ ял халăхĕ. Ĕçлекен çынна черетпе апат çитерчĕç.
Халăх сурать – кÿлĕ пулать тесе ахальтен каламан иккен. Анчах ялта пурăнакансем çак ыйтăва татса пама яваплă çынсем пулăшасса шаннăччĕ, кĕтнĕччĕ.
А. ИВАНОВА.