15 августа 2009 г.
Çакăн пекех пурăнсан Çĕр çинче тепĕр 40-50 çултан мĕн пулĕ-ши; Ун чухлĕ вăхăтран мар, тепрер пилĕк çултанах таса вырăн тупăнĕ-ши; Сăмахăм ман мĕн çинчен тетĕр-и; Камшăн ниме тăман япала, маншăн чуна ыраттаракан пулăм пирки хускатасшăн.
Лавккасене пырса кĕрсенех сентре тулли ларакан пластмасса савăтри сок-сем, пĕчĕк е пысăк чĕркесе хунă канихвет-пĕремĕк такам куçне те илĕртет. Туянма кăмăллă ун пек япаласене, анчах савăчĕсене кайран ăçта хумалла; Çатăрка хучĕсемпе мĕн тумалла; Пурне те çырма-çатра хĕррине е ăçта килчĕ унта кăларса тăкатпăр. Çав ăпăр-тапăр япала выртман лаптăк çĕр çинче юлмарĕ те пуль.
Çÿп-çап вырăнне тăрса юлнă çатăрка хутсене, пластмасса савăтсене тепĕр хут ĕçе кĕртме май çук-шим; 40-50 çул каялла юрăхсăра тухнă кĕпе-тумтире те пухса хута янă. Халь капла мĕнле-ха; Çĕре, шыва, уя, вăрмана варалатпăр, хамăра сиен кÿретпĕр. Çĕр-планетăна тирпейлĕ тытмалла, çитĕнекен, пулас ăру валли упрамалла. Ман шухăшпа, влаçра ларакансен, ученăйсен ку ыйтупа çине тăрса вăй хумалла.
В. ДАВЫДОВ.