19 августа 2009 г.
Районĕпе ĕнерхи кун тĕлне 14450 гектартан тĕш-тырă пуçтарса кĕртнĕ. «Труд»,l «Батыревский», «Красное знамя», «Югель», «Тойсинская», «Исток» хуçалăхсенче, улма-çырла питомникĕнче пĕрчĕллĕ культурăсене пуçтарса пĕтернĕ.
Вăтам тухăç районĕпе гектартан 27,9 центнерпа танлашать. «Дуслык», «Колос»,l «Чулпан», «Родина», «Мир» хуçалăхсенче тухăç 20 центнертан та кая. Улма-çырла питомникĕнче (42,4 центнер), «Батыревский» (39,1), «Малалла» (36,5), «Исток» (35,9), «Труд» (35,1), «Жизнь» (35,01), Ленин ячĕллĕ (32,1), «Звезда» (31,3), «Красное знамя» (30,8) хуçалăхсенче кăтартусем лайăх.
Кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлесси вĕçленсе пырать: 5943 гектартан 5160l гектарта ĕçе пурнăçланă.
Ленин ячĕллĕ, «Колос», «Тойсинская», «Звезда», «Красное знамя», «Исток»,l «Жизнь» хуçалăхсенче кĕрхисене никĕсе хывма пуçланă. Ĕнерхи кун тĕлне 583 гектар акнă.