АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç

22 августа 2009 г.

Патăрьел районĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев пулчĕ. Район пуçлăхĕпе Николай Глуховпа пĕрле вĕсем Кĕçĕн Патăрьелĕнче Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн тăвакан урама çитсе курчĕç.

Кунта хальлĕхе уйăрса панă 40 миллион тенкĕрен 33,5 миллион тенкипе усă курнă. Объект подрядчикĕсем – «ТПК «Шыгырдан», «Спецстройкоммуникации» пĕрлешÿсемпе «Энергосеть-строй» предприяти. Урама электрификациленĕ, шыв пăрăхĕ хывнă, артезиан скважинине хÿтĕлемелли зона тăваççĕ, ĕçпе техника документацине хатĕрлеççĕ, хута ярса тирпейлемелли ĕçсене пурнăçлаççĕ. Придорожнăй урама асфальт-бетон сарса пĕтернĕпе пĕрех, тротуара асфальтпа витеççĕ. Комплекслă спортплощадкăн администраци-спорт корпусĕн тăррине витеççĕ, çурт умне илемлетеççĕ, çутă кĕртеççĕ, шыв юхмалли канавсем тăваççĕ. Ача-пăча площадкинче оборудовани вырнаçтараççĕ. Спортплощадка картине тума пуçăннă.

Ку объекта сентябрьте ĕçе ямалла. М. Игнатьев подрядчиксем пахалăхлă, хăвăрт ĕçленине палăртрĕ. Района «Республикăри капиталлă строительство управленийĕ» унитарлă предприяти директорĕ, Чăваш Республикин Президенчĕн канашçи Энвер Аблякимов килсе кайрĕ. Вăл район пуçлăхĕпе Николай Глуховпа районти строительство объекчĕсене вĕçлес ыйтусемпе кăсăкланчĕ, тĕрлĕ объекта, Патăрьелĕнчи стадиона çитсе курчĕ.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха, социаллă сферăна кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра мĕнле хатĕрленине тĕрĕслес тĕллевпе районта Чăваш Республикин пурăнмалли çурт-йĕр патшалăх инспекторĕ М. Решетов пулчĕ. Вăл Патăрьелĕнчи тата Туçари нумай хваттерлĕ çуртсене çитсе курчĕ, унччен панă предписанисене мĕнле пурнăçланипе кăсăкланчĕ. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене, «Уют» компани ертÿçисене объектсене хутмалли сезона хатĕрлес енĕпе ĕçе хăвăртлатма сĕнчĕ.

(Хамăр корр).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика