22 августа 2009 г.
Районти чылай хуçалăхра комбайнсем юлашки гектарсене пуçтарса кĕртессишĕнl тимлеççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне пурĕ 11 хуçалăхра тырă анисем пушаннă. Мĕн пур лаптăкăн 81,9 процентĕнче ĕç вĕçленнĕ.
Районĕпе пурĕ 428561 центнер тырă пухса кĕртнĕ.l
Вăтам тухăç гектартан 27,3 центнерпа танлашать. Чи пысăкки – улма-çырлаl питомникĕн (42,3 центнер), чи пĕчĕкки – «Дуслык» хуçалăхăн (11,4).
Кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлесе çитернĕ.l
Кĕрхи ыраш кăçал 1338 гектар акма палăртнă, ĕнерхи куна 530 гектарта ĕçеl пурнăçланă. Тулă 4605 гектар йышăнмалла, 663-не никĕсе хывнă.
Кĕрхисене «Дуслык», Ленин ячĕллĕ, «Колос» «Тойсинская», «Звезда», «Чулпан»,l «Первомайск», «Малалла», «Мир», «Красное знамя», «Булинская», «Исток», «Жизнь» хуçалăхсенче акма пуçăннă.
Кĕрхи çĕртме 3530 гектар тунă.l