22 августа 2009 г.
Паянхи Патăрьелне вунă çул каяллахипе танлаштарсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн.
Çулсерен çĕнĕ пурăнмалли çуртсем çĕкленеççĕ. Халĕ тăваканнисем архитектура енĕпе те çĕрпе пĕлĕт пекех уйрăмрах. Виçĕ çурт çĕкленет халĕ район центрĕнче – виçĕ-тăватă хутлă вĕсем. Çавăнпа пĕрлех киввисем те çĕнĕ «тум» тăхăнаççĕ – 17 вĕсем.
Район центрĕн тĕп урамĕн тепĕр енĕпе тротуар тăвасси вĕçленет. Хамăрăн фонтан та пулĕ малашне. Ку енĕпе райадминистраци çурчĕ умĕнче ĕç пырать.
Ял çĕнелнипе çеç мар, сарăлать те. Çакна Ф. Моисеев ячĕллĕ, Солнечная, Славянская, Молодежная, «50 лет Победы» çĕнĕ урамсем хушăнни те çирĕплетет.
Халăх хăйĕн пурнăçне хăтлăрах тăвассипе те ытларах вăй хума тытăнчĕ.
Паллах, строительство ĕçĕсене хăвăртлатма çитес çул пирĕн тăрăхра Республика кунне паллă туни те хистет.