22 августа 2009 г.
Ир килет те каç пулать, çавăн пекех çулсем хыçа юлаççĕ. Каялла çаврăнса пăхатăн та – ачалăх, яшлăх пиртен уйрăлнă иккен. Пурнăç çулĕпе пархатарлă утакансен иртнĕ кунĕсемпе савăнмалăх та, мухтанмалăх та пур. Çĕр çинче ырă ятлă пулни, ĕçрен пăрăнманни, хăвна шаннине тÿрре кăларни хăех телей. Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакан Г. Романов пирки шăпах çапла калас килет. Вăл акана, вырмана хутшăнма пуçлани 38-мĕш çул. Çакăн пек чылай çул хушши механизаторта тăрăшнин сăлтавĕ – ĕçне чунтан юратни. Тивĕçлĕ канăва кайма çулĕсем çитсе пыраççĕ пулсан та çамрăк чухнехиллех техникăшăн çунать. Ăçта мĕнле ют сас пуррине «хурçă ут» кĕрленинчен пĕлет.
– Эх, хальхи çамрăксем хушшинче тракторпа е комбайнпа ĕçлес текенсем сахалăн, çакăншăн чун ыратать. Нумай пулмасть пирĕн «Труд» хуçалăх территорийĕнче иртнĕ «Хир кунĕ» курава кайса куртăм, çавăнта пĕр комбайн çине ларса пăхрăм та анас та килмест. Вăй хурас та вăй хурас килет ун пеккипе! Тусан çăтмалла мар, ĕçе йĕркелесе пыма пĕтĕм услови пур. Хускатса кайса тырă вырас ĕмĕт çуралчĕ, – тет Георгий Николаевич.
Сĕнтĕрвăрринчи професси училищине хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ хыççăн Г. Романовпа ытти ĕнерхи студентсене икĕ уйăхлăха Калмыкине практикăна, мĕн вĕреннине ĕçре çирĕплетме илсе каяççĕ. Ют çĕрте çамрăка çăмăлах килмен, шăлне çыртнă та чăтнă. Унтан таврăннă хыççăн çар хĕсметне кайнă. Салтак пăттине 2 çул çинĕ хыççăн тăван тăрăха таврăннă, тÿрех руль умне ларнă. 1971 çулта çемье çавăрнă, мăшăр пулма Каншел хĕрне, Ольга Ананьевнăна, суйласа илнĕ. Иккĕшĕ виçĕ ача, икĕ ывăл та пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Пĕр ывăлĕ, Сергей, «Труд» хуçалăхрах бригадирта тăрăшать. Ашшĕ ăна хăйĕн пекех çĕре юратма, хисеплеме мĕн ачаран вĕрентнĕ. Георгий Николаевич хăй çĕр тарпа шăварăнсан кăна тухăç панине, хăв пуçтарса кĕртнĕ тырăран пĕçернĕ çăкăртан тутлăраххи урăх нимĕн те çуккине питĕ лайăх пĕлет.
– Хам ĕмĕрте виçĕ комбайнпа ĕçлерĕм. 12 пин центнер тырă çапса илнĕ çулсем те пулнă. Ирхи сывлăм типсен комбайн çине ларнă та нÿрĕк çапичченех вăй хунă. Канса, нăйкăшса выртма вăхăт пулман. Халĕ те чунăм хиреллех туртать, – тет Г. Романов.
Георгий Николаевич çитес çулхи май уйăхĕнче 60 çул тултарать, анчах унăн ĕçри хастарлăхĕ тепĕр çамрăкăннинчен те пысăкрах. Сăмах май, хисеплĕ комбайнер район хаçатне те юратса вулать, пĕр çул та çырăнмасăр юлманнине пĕлтерчĕ.
О. ПАВЛОВА.