22 августа 2009 г.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче çын прависемпе ирĕклĕхĕсене хÿ-тĕлесси хальхи вăхăтра чи çивĕч ыйтусен шутне кĕчĕ. Патăрьел район прокуратури çакна сăнаса тăрассине пысăк вырăна хурать.
Акă, прокуратурăна Патăрьелĕнчи Туслăх урамĕнче 19-мĕш çуртра пурăнакансенчен çыру килчĕ. Унта пурăнакансем шĕвĕ каяшсене турттарса тухманнипе «Уют» компание прокурор енчен витĕм кÿме ыйтаççĕ.
Çырăва вырăна тухса тĕрĕслени çакна кăтартрĕ: Туслăх урамĕнчи 19-мĕш çуртра шĕвĕ каяшсене турттарса тухассине йĕркелемен. Çавна пула канализаци пусĕсем тулнă, тасамарлăх аслă çул еннелле юхать. Тĕплĕн тата пур енлĕн тĕрĕсленĕ хыççăн «Уют» компани ертÿçи Ф. Урмаков пирки кăçалхи июлĕн 21-мĕшĕнче административлă ĕç пуçарнă. Ăна Роспотребнадзорăн территори пайне мерăсем йышăнма ярса панă.
«Уют» компани пурăнмалли çурт-йĕре тытса тăрассипе РФ Госстройĕн Правилисемпе нормисене пăснине те палăртнă. Çавăншăн компани ертÿçине Ф. Урмакова представлени панă.
«Уют» компани хăйĕн тивĕçне пурнăçламан пирки Патăрьелĕнчи Мир урамĕнчи 22-мĕш çуртра пурăнакансенчен те çыру кĕнĕччĕ. Унта çуртăн 2-3-мĕш хучĕсенче шыв пусăмĕ çукки çинчен çырнăччĕ. Район прокурорĕ ун чухне те Ф. Урмаков пирки административлă ĕç пуçарса 500 тенкĕ штраф тÿлеттернĕччĕ.
Е. ИВАНОВА,
район прокурорĕн пулăшуçи.