АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ульха аппа – тăхăрвуннăра

22 августа 2009 г.

Çак кунсенче Пăлакассинче пурăнакан Ольга Николаевна Осипова тăхăрвуннă тултарчĕ. Августăн 19-мĕшĕнче тĕне кĕртнĕрен, çак кун паллă тăвать çуралнă кунне. Ялта ăна ватти-вĕтти хисеплесе Ульха аппа тесе чĕнет, пуç таять. Сăмах май каласан, Пăлакассинче 90 çул ытла пурăннисен тата пурăнакансен хисепĕ икĕ алăри пÿрнесене те кĕмест. Ульха аппан ашшĕ – Николай Алексеевич 95 çул пурăннă. Пурнăç тути-масине ачаллах курса тата тÿссе ÿснĕ.

Кудрявцевсем ялта вăтам хресчен шутĕнче тăнă. Çавăнпа 1928 çулта кулаксене чухăнлатмалли тапхăра вĕсем те çакланнă.

Акă еплерех аса илет вăл саманана Ульха кинемей:

– Эпĕ ун чухне 9 тултарнăччĕ. Пÿрте ял куштанĕсем виççĕн пырса кĕчĕç. Хут çыркаланă пек турĕç те «Микула тете, санăн лашуна, ĕнÿне, сурăхусене, чăх-чĕпне илсе кайма тивет. Çурт хуралтисене ялта чухăн пурăнакан пĕр çемьене паратпăр. Айтăр, хăвăра мĕн кирлĕ япалăрсене пуçтарăр та, пÿрте пушатăр», терĕç. Анне уласах йĕрет. Атте куçне шăла-шăла илет. Эпĕ тата виçĕ шăллăм анне çумне тĕршĕнетпĕр.

Çапах та такам пирĕн хута кĕнех пулĕ çав. Ялтан кăларса ямарĕç. Хамăр килтех пурăнас тесе кил-çуртăн «çĕнĕ хуçине», Е. кахала аттен укçа пама тиврĕ. Тепĕр темиçе кунтан пÿлмери тырра та шăлса тухса кайрĕç.

Çамрăк ачасене сĕтсĕр усрар мар тесе атте лутрарах ĕне туянчĕ. Часах лашаллă та пултăмăр. Тата çакă асра. Чăхсене тытса кайнă чухне пĕри лупас хыçĕнчи вĕлтĕрен айне пусма (чĕп кăларма) ларнă пулнă иккен. Пĕр кунхине 17 чĕппине картишне ертсе кĕчĕ. Тĕлĕнсех кайрăмăр.

1929-1930 çулсенче ялта коллективизаци пуçланчĕ. Атте те çынран юлас мар тесе заявлени çырчĕ. Анчах темшĕн «Канаш» колхоз председателĕ кĕртес темерĕ. Инхоз пулса 1934 çулччен пурăнтăмăр.

1937 çулхи вырма вăхăтĕнче ялта пысăк хуйхă пулчĕ. Икĕ ача улăм купи çумĕнче махорка туртма вĕренесшĕн пулнă. Çак ачасене пула 12 çемье çĕр çинче нимсĕр тăрса юлчĕ. Часах хĕл те çитет. Ăçта пурăнмалла; Кил-çурт çавăрма укçа-тенкĕ ăçтан тупмалла; Эпир хамăр тăвансен пушă ларакан çуртне вырнаçрăмăр.

Вăрçă пуçланнă вăхăта эпĕ хĕр çулне çитнĕччĕ ĕнтĕ. Ялти каччăпа – Петр Осиповпа туслăччĕ. 1942 çулта апрель уйăхĕнче пĕрлешрĕмĕр. Мăшăрланнă хыççăн икĕ эрнерен, майăн 1-мĕшĕнче, Петяна вăрçа илсе кайрĕç. Атте аннене каласа хăварнă сăмахсем халĕ те хăлхара: «Хăвăр пата килсен, ĕçтерĕр-çитерĕр. Парăмне вăрçăран килсен тавăрăп. Анчах пурăнма ан ярăр. Ăçта качча тухнă çавăнта пурăнтăр».

Вăрçă çулĕсем пире те уяса тăмарĕç. Хĕллехи вăхăтра Улатăр патĕнче, Сăр шывĕ хĕрринче, 3-4 метр тарăнăш хÿтлĕх траншейисем чаваттăмăр. Кунти ĕçсем вĕçленсен, Киря вăрманне куçарчĕç. Ĕçре эпир яланах хамăн тус-тантăшпа Евдокия Мартышкинăпа пулнă. Унăн та мăшăрĕ вăрçăраччĕ. Вăрçăри мăшăрсенчен, тен, çыру тавраш килмен-ши, кĕпе-тумтир те улăштарма вăхăт çитнĕ, тесе киле кайма вăрттăн пуçтарăнаттăмăр. Килте те нумай пурăнайман. Тепĕр куннех милици килсе çитетчĕ.

Вăрманта çулла ĕçсем пит нумаях марччĕ. Колхозра вара çĕрĕн-кунĕн ĕçлеттĕмĕр. Çум çумланă, пăтавккаран алăпа сапса тырă акнă, çурлапа тырă вырнă, жнейка хыççăн кĕлте çыхнă. Мăшăрласа кÿлнĕ лаша сеялкипе те акнă. Авăн çапнă. Ыраша кусласем çине çапса тĕшĕленĕ, пăрçана лашасемпе аштарнă. Молотилкăпа тулă, пăри, ясмăк çапнă. Тата çакă кăсăклă. Ясмăк çÿллĕ ÿсмест. Ăна каç сулхăнĕ çапсан тин çавапа çулаттăмăр. Пĕтĕм ĕçе таса чун-чĕрепе, кăмăлтан, çĕнтерĕве çывхартас тесе пурнăçланă.

Вăрçă вĕçленчĕ. Яла çĕнтерÿçĕ-салтаксем киле пуçларĕç. Эпĕ вара хамăн паттăр салтака ниепле те кĕтсе илейместĕп. 1945 çулхи ноябрь уйăхĕнче тин таврăнчĕ. Çĕнĕ пурнăç пуçланчĕ. Мăшăрăм шофера вĕренсе тухрĕ.

Çамрăк мăшăрăн çурт çавăрмалла. Ялта пушар хыççăн пушанса юлнă вырăнсем те пур. Анчах та ăна атте-анне çуртĕнче пурăнакансене парасшăн мар. Феоктиста Комаровасем патне пурăнма куçрăмăр. Мăшăрĕ – Кирук пичче вăрçăран таврăнаймарĕ. Килте виçĕ ачипе пурăнатчĕ.

Каярах пире те пÿрт-çурт çавăрма вырăн пачĕç. Майĕпен саплаштара-саплаштара, ал-ура çавăркаласа пурăнма пуçларăмăр.

Кивĕ пÿрт туянтăмăр. Чылай пĕренисене улăштармалла. Мăшăрăм унта-кунта чупа-чупа пĕренесем тупрĕ. Пурана хăпартса лартрăмăр. Тăррине витрĕмĕр. Пурăнма кĕтĕмĕр тесен те юрать. Анчах алкум тума материалсем çук. Аслă ача – Лена çуралчĕ, – калаçать О. Осипова.

Ульха аппа кăкăр ачин куçĕнчен пăхса ларман. Халăхпа пĕрле чĕкĕнтĕр пайĕ çинче ĕçленĕ. Тырă вырма, авăн çапма хутшăннă. Пĕр сăмахпа каласан, бригадир хушнă кашни ĕçех кăмăлпа хутшăннă. Петя тете те хăйĕн ĕçне юратса туса пынă, техникăна юсавлă тытнă. Кашни кунах рейса тухнă. Кил-çурт та тĕрекленсе пырать. Ачасен шучĕ пиллĕке çитет. Ульха аппа вĕсене çамрăклах хăйĕнпе юнашар тăратса ĕçе явăçтарать. Анчах шел, Петр Авсентьевич вăхăтсăр çĕре кĕрет. Вăрçă суранĕсем вилĕме çывхартрĕç пуль.

Ольга Николаевна ĕçри тăрăшулăхшăн чылай медальсемпе Хисеп хучĕсене, хаклă парнесене тивĕçнĕ. Халĕ кĕçĕн ывăлĕпе Иван çемйипе пĕрле пурăнать. Сывлăх енчен аптрамасть-ха... Ăс-тăнĕ чиперех. Килти ĕçсене те хутшăнать. Район тата республика хыпарĕсемпе хаçатсем вуласа паллашсах тăрать.

– Эпĕ пĕр класс çеç вĕреннĕ, вулама, çырма, шутлама хам тĕллĕн хăнăхрăм, – тет тыл тата ĕç ветеранĕ.

Н. ВОЛКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика