22 августа 2009 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В. Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче пĕлÿлĕх системин модернизацийĕ халăха тивĕçтерес тата пахалăхлă пĕлÿ парас тĕлĕшпе ĕçлет, тесе палăртнă. Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта та ачасен ăс-тăн вăй-хăвачĕ пысăклансах пырать.
Шкул çĕнĕлле ĕçлени унăн аталанăвĕнче те курăнать. 2008 çулхи Пĕтĕм Раççейри пĕлÿ учрежденийĕсем хушшинче программăна çĕнĕлĕхсем кĕртес енĕпе конкурсра çĕнтерни шкул ачисен тата педагогика коллективĕн тивлечĕ шутланать. Çавăн пек пĕтĕмĕшле хак панинче шкул ĕçĕнчи пĕлÿлĕх шайĕн пахалăхне тĕрлĕ енчен шута илнĕ.
«Вĕрентÿ» наци проектне тата республикăн «Шкул автобусĕ» программине пурнăçласа 2008 çулта çĕнĕ микроавтобус илнĕ. 140 ачана икĕ шкул автобусĕпе турттарни те шкула çÿреме май туса панине кăтартать.
Наци проектне пурнăçласа географи, хими, биологи, нумай пулмасть физика тата истори кабинечĕсене çĕнетни тарăн, пахалăхлă пĕлÿ илме пулăшать.
Шкулта 69 педагог ĕçлет: вĕсенчен 20 учитель аслă категориллĕ, 34-шĕ – 1-мĕш, 7-шĕ 2-мĕш категориллĕ. Иртнĕ çул кăна 6 педагог аслă категорие тивĕçлĕ пулчĕç. Вĕсем А. Клементьева, А. Селиванова, Э. Сейфуллина – математика учителĕсем, Э. Карягина – ют чĕлхе учителĕ, Н. Емелина, Л. Максимова – пуçламăш классене вĕрентекенсем.
2008 çулта вунпĕрмĕш класран 100 ача вĕренсе тухрĕ. Вĕсенчен 5-шĕ ылтăн, 15-шĕ кĕмĕл медальпе. 9-мĕш класа 83-ĕн пĕтернĕ. 10-шĕ вара «пиллĕк» паллăсемпе кăна. Аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕресси 89 процентпа танлашнă. Ку кăтарту районта кăна мар, республикăра та чи лайăххи. 2005 çулта 100 ачаран 5-шĕ ылтăн, 5-шĕ кĕмĕл медаль илнĕ, аслă шкулсене 75 процент кĕнĕ. Ун хыççăнхи кăтартусем çапларах: 2006 – 90-4-1-76, 2007 – 117-7-2-86, 2009 – 66-5-6-88.
Шкулта талантлă ачасен кăтартăвĕсен банкне тунă. Унта чи пултаруллисем кĕнĕ: пуçламăш классенчен 30 ача, 5-6-мĕш классенчен – 15, 7-8-мĕш классенчен – 27, 9-10-мĕш классенчен 78 ача. Иртнĕ вĕренÿ çулĕн итогĕ тăрăх 798 ачаран 10-мĕш класра вĕренекен 2 ачан кăна «2» тухнă.
Районта ирттерекен олимпиадăсен кăтартăвĕ 51 процентпа танлашать. 26 ача – 1-мĕш вырăн, 18 ача – 2-мĕш, 24 ача 3-мĕш вырăн йышăннă. Республикăри олимпиадăра чăваш чĕлхипе И. Краснова 2-мĕш вырăна тухнă (учителĕ Е. Бабаева).
11-мĕш «а» класри Руслан Шакмаков Патăрьел ялĕн альтернативлă сайтне тунă. Унăн оригиналлă таланчĕпе, пултарулăхĕпе Чăваш тата Раççей телевиденийĕсем, чăваш пресси интересленсе, шкула килсе видеокăларăм турĕç. Хальхи вăхăтра вăл Мускаври аслă вĕренÿ заведенийĕн студенчĕ.
2008 çулта çамрăксене хавхалантарас тĕлĕшпе Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине пирĕн шкултан Галина Тямина тата Володя Лекарев, 2009 çулта Вероника Барышникова тивĕçнĕ.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе 1-мĕш классен адаптацийĕ комплекслă пулса пырать. Кун пек чухне пĕлÿ шайĕ, уроксен пахалăхĕ, ачасен сывлăхĕ пĕрле шута илĕнет.
2-мĕш класран пуçласа ют чĕлхе вĕрентеççĕ, 3-мĕш класран – информатика.
10-11-мĕш классенче профильлĕ вĕрентÿ пырать. Элективлă курссем иртеççĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне (ППЭ) хатĕрленесси планпа пулса пырать.
2008 çулхи итогсем тăрăх ялти ресурс центрлă шкулсем хушшине Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Кăçалхи экзаменсен результачĕ те начарах мар. Вăтам балсен хисепĕ: математикăпа 61 процент, вырăс чĕлхипе – 67,7, обществознанипе - 67,4, информатикăпа – 59, биологипе – 70,9, химипе – 83,8, историпе – 71,1, физикăпа – 61,4.
Пĕрлехи экзаменсен результачĕсене танлаштарса пăхсан математикăпа тата вырăс чĕлхипе районта чи çÿллĕ шайра.
Шкултан вĕренсе тухнисемпе кăсăкланса статистика танлаштарăвĕ туса пыратпăр. Çав тĕллевпех вĕренсе тухакансене çăмăлтарах пултăр тесе Чăваш патшалăх университечĕпе, Чăваш ял хуçалăх академийĕпе, Чăваш педагогика университечĕпе ки-лĕшÿсем тунă.
Вĕренÿ процесне йĕркелесе çĕнетсе пыма информатизаци системине пурнăçа кĕртнĕ. Кабинетсене компьютерсем, мультимедиа проекторсем, интерактивлă доскасем панă. Педагогсен 95 проценчĕ курссенче хăйсен пĕлĕвне ÿстернĕ. Творчествăлла ĕçлекен учительсем яланах пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Районта «Информаципе коммуникаци технологине пăхăнса ирттернĕ чи лайăх урок» конкурс иртрĕ. Унта пирĕн шкулта ют чĕлхе вĕрентекен Э. Карягинăпа математика учителĕ Э. Сейфуллина пĕрремĕш вырăна тухма пултарчĕç. Иккĕмĕш вырăнта каллех пирĕн вĕрентекен – А. Клементьева математика учителĕ. Призерсен шутне истори учителĕ Н. Андреева, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен В. Федорова кĕме пултарчĕç. Э. Карягинăпа Э. Сейфуллина республикăри конкурса та хутшăнчĕç.
Пĕлÿ çуртĕнче интернет ĕçлет. Шкул администрацийĕн интернета тухма ятарлă уйрăм канал пур. Сайтра хамăр пурнăçа çутатсах тăратпăр. Районта иртнĕ «Чи лайăх пĕлÿ учрежденийĕн сайчĕ» конкурсра та 1-мĕш вырăн йышăнма пултартăмăр.
Вăтам çулхи ачасен сывлăхне шута илсе атлетикăпа гимнастика тата сывлăха аталантарас тĕлĕшпе икĕ кабинет йĕркеленĕ.
2008 çулта Сывлăх сыхлавĕн министерстви ирттерекен «Эпĕ, эсĕ, вăл – сывă çĕр-шыв» проекта хутшăннă. 2009 çулта «Чувашия без табака» проекта ĕçе кĕртнĕ. Кунта психологсем, социаллă педагогсем, медицина ĕçченĕсем тата ашшĕ-амăшĕ хастар хутшăнчĕç.
Шкулта хăрушсăрлăх системине, гражданла сыхлăх планне, чрезвычайлă лару-тăруран сыхланма тата вĕсене пĕтерме ятарлă йĕрке тунă. Республикăра çак хăрушсăрлăх енĕпе иртекен смотрта пирĕн шкул çĕнтерÿçĕ пулчĕ.
Хальхи вăхăтра пур çĕрте те пултаруллă специалистсене ĕçе илесси малти вырăнта. Пирĕн шкул та паянхи пурнăç ыйтăвĕсене кирлĕ пек татса пама пултаракан çынсене хатĕрлесе кăларма тăрăшать.
Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул – 75-ре. Унăн кун-çулĕ пуян. Хамăр выпускниксемпе эпир тивĕçлипех мухтанма пултаратпăр. Хамăр тĕллеве – çамрăк ăрăва пĕлÿ тата воспитани парассине паянхи пурнăç ыйтнă пек туса пыма тăрăшатпăр.
В. СОЛДАТОВ, шкул директорĕ.