26 августа 2009 г.
Чăваш халăх поэчĕ Çĕньялта çуралса ÿснĕ Геннадий Айхи пурăннă пулсан 75 çул тултармаллаччĕ. Аслă поэта асăнса Шупашкарта К.В. Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче «Айхи тĕнчи» курав уçăлнă. Асăну каçĕ ирттернĕ çĕре Çĕньял ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г. Петров ертсе пыракан делегаци те хутшăннă.
Куравра поэт пурнăçĕпе çыхăннă чылай документ, кĕнеке, сăн ÿкерчĕк, сăвăç çамрăк чухне çырса пынă кун кĕнекисене тăратнă. Экспонатсене пухма Геннадий Айхи тусĕсем – йăмăкĕ Ева Лисина, Айхи Фончĕн директорĕ Атнер Хусанкай, Джалиль Гайнутдинов, Игорь Улангин, Федор Мадуров художниксем нумай пулăшнă.
Геннадий Айхи чăваш литературине, поэзине, культурине тĕнче шайне сарассишĕн хастар ĕçленĕ. Вăл Андрей Белый, Борис Пастернак ячĕллĕ премисене тивĕçнĕ, французсен Ÿнерпе илемлĕ сăмахлăх орденĕн командорĕ. Г. Айхи сăввисене француз, нимĕç, чех, словак, поляк, ытти нумай чĕлхесене куçарнă. Хăй те «Франци поэчĕсем», «Венгри поэчĕсем», «Польша поэчĕсем» антологисене хатĕрлесе чăвашсене ют çĕр-шыв поэчĕсен хайлавĕсемпе туллин паллаштарнă.
Асăну каçĕнче Г. Айхин сăввисем янăранă. Унта хутшăннисем чаплă поэт çинчен нумай ыррине каласа унăн чăваш литературинчи пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăнне палăртнă.
Çав кунсенчех Çĕньялти шкулта та учительсемпе шкул ачисем Геннадий Айхине халалланă каç ирттернĕ. Ял-йыш поэт вил тăпри патĕнче пулса чечексем хунă.
Юбилей мероприятийĕсен тĕп пайĕ сентябрĕн 16-мĕшĕнче пулать. Ăна хатĕрленсе ирттерме комисси йĕркеленĕ. Программăра чаплă ентеш ячĕллĕ шкулпа, поэт музейĕпе паллашасси, вил тăприйĕ патне çитсе курасси, Çĕньял картунĕн улмуççи садĕнче уяв ирттересси. Çакăнтах ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ В. Антонов ертсе пыракан «Илем» фольклор ушкăнĕ пысăк вăйă-концерт кăтартать.
А. АЛЕКСЕЕВ.