26 августа 2009 г.
Район центрĕнче çут çанталăк пулăмĕпе тата техногенлă сăлтавпа сиксе тухакан синкерлĕхе сирсе ярас тĕлĕшпе суту-илÿри гражданла хÿтĕлев службин ер-тÿçисем тĕрĕс йышăну тумаллине хăнăхма командăпа штаб вĕренĕвĕ иртнĕ.
Райпон «Ял хуçалăх продукчĕсем» магазинĕнче сирпĕнекен япалан муляжĕ выртнă. Сутуçăсем ăна асăрхасанах хăрушлăх пирки районти дежурнăй диспетчер, гражданла хÿтĕлев службисене пĕлтернĕ. Ун хыççăн йĕрке тăрăх тавар туянакансене, сутуçăсене васкавлăн эвакуациленĕ.
Вĕренĕве райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру пайĕн работникĕсем, суту-илÿ ĕçченĕсем, обществăлла йĕрке хуралçисем, медицина, пушар хуралĕн, энергетика, газ службин сотрудникĕсем хутшăннă. Пĕтĕмĕшле илсен вĕренÿ ăнăçлă иртнĕ. «Вăййа» чăн пурнăçра çеç усă курмалла ан пултăр.