26 августа 2009 г.
Тутар Тимешĕпе Пĕчĕк Шăнкăртам пĕр ял пекех туйăнаççĕ. Иккĕшĕ те пысăк мар вĕсем: пĕр урам çеç тăсăлать тесен те тĕрĕсех пулĕ. Вĕсенче 260 çын пурăнать. Ватăлаççĕ ялсем. Çурт умне вĕлтĕрен тухнă хуçалăхсем çук тесе калаймăн.
Ял пуласлăхĕ – ачасенче. 1952 çулта ялти шкула 255 ача çÿренĕ. Кăçал çурăм хыçне сумка çакаканнисене пÿрне хуçса шутлама пулать. Пурĕ 32-ĕн пурнăç çулĕ çине тухайманнисем. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче пĕр ача çеç çуралнă. Заббаровсем çемьере иккĕмĕш ача кĕтеççĕ. Пĕрлешекенсем çукрах.
Ял илемне кÿрекенни – культура çурчĕ, лавкка, шкул, ĕлĕк мечĕт пулнă. Унтан вĕренÿ çурчĕ тунă. Халĕ каллех мечĕт вăл.
Медицина пункчĕ пур. Ял халăхне пирвайхи пулăшупа тивĕçтерет. Картисем çĕрĕшнĕ, хуçăлнă пулнă. Ăна çĕнетес тĕлĕшпе бригада ĕçлетчĕ.
Паллă çынсем, ăсчахсем сахал мар тухнă Пĕчĕк Шăнкăртампа Тутар Тимешĕнчен. Акă, М. Гисметдиновах илер. Патăрьелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн Хусанта аслă пĕлÿ илнĕ вăл. Учительте ĕçленĕ. 50 çул ытла шкул директорĕнче вăй хунă. Минсагир Гисметдинович Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ. Сталинграда хÿтĕленĕшĕн, Киева хÿтĕленĕшĕн орденсене тивĕçнĕ. Вăрçăри хастарлăх мирлĕ пурнăçра та пулнах унăн. Ахальтен тĕп ĕçпе пĕрлех хуçалăхри халăх контроль комитечĕн ертÿçин тивĕçĕсене 25 çул пурнăçласа пыман ĕнтĕ.
К. Галялетдинов çинчен те нумай çырса кайма пулать. М. Гисметдиновăн пурнăç çулĕпе утнă тейĕн ăна. Хусан пединститутĕнче вĕреннĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Сталин-градра çапăçнă. Белоруссие, Польшăна ирĕке кăларма хутшăннă. Берлина штурмланă. Учительте, председательте ĕçленĕ. Унтан Анат Туçари шкул директорĕнче вăй хунă. «Вăрçăри паттăрлăхшăн» медаль пур.
Булатовсен, Мубиновсен ачисем мухтава тивĕçлĕ ÿсрĕç.
Сак тулли саккăрăн çитĕнтернисене халĕ шутлама пулатех. Анчах чылайăшĕ пĕчченех кун кунлаççĕ, çĕр ирттереççĕ.
– Яла çамрăксем тĕпленменнин сăлтавĕ – ĕç çуккинче. Çуллахи вăхăтра хуçалăх йĕтемĕнче – 5-6 хĕрарăм вăй хурать. Район цен-трне темиçен çÿрекелеççĕ. Вăхăтĕнче пиншер пуç выльăх самăртнă витесем халтăртатса çеç лараççĕ, – теççĕ пăшăрханса ватăсем.
Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Йышлăрах усраканни В. Зиатдиновсем çеç пулас. Техника тытакан каллех çукрах. И. Сафинсен çемйи сухан-севокпа ĕçлеме ÿркенмест. Хуçалăхра вĕлле хурчĕ те тытаççĕ.
Лăпкăлăх тыткăнĕнче пурăнаççĕ Шăнкăртамсемпе Тутар Тимешсем. Ял урамĕсенче асфальтлă çул, трасса çине тухма инçе мар. Дача вырăнне усă куракан хуçалăхсем пур.
Тăван ял, савнă вырăн, çуралнă кĕтес таçти-таçти аякри хулара пурăнакансене те илĕртетех вăл. Юбилей, туй, ача çуралать,.. Пуçтарăнать тăван çичĕ сыпăк таранах. Атте-анне пурăнать пулсан ялта, вĕсем патне килекен сукмака вĕлтĕрен пусмастех.
А. АСТРАХАНЦЕВА.