АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрхаттарни кирлех

26 августа 2009 г.

Часах ачасем парта хушшине ларĕç. Çавна май вĕсен хăрушлăхĕ те пысăкланать: çул урлă каçасси, пушар хăрушлăхĕ тата ытти те.

Ачасем пушар хăрушсăрлăхне пăхăнччăр тата пĕлччĕр тесен, ашшĕ-амăшĕ йĕркене каласа ăнлантармалла, асăрхаттарсах тăмалла. Шкулта вара ăнлантаруллă ĕçе вĕрентекенсен туса пымалла : тĕрлĕ калаçу, вăйă ирттермелле, кинофильмсем кăтартмалла.

Пĕчĕк шăпăрлансем 1-мĕш класа кайĕç. Тĕлĕнмелли нумай пулĕ вĕсемшĕн шкулта, анчах та пушар хăрушсăрлăхĕ пирки асăрхаттарма та манас марччĕ. Ашшĕ-амăшĕн вара ачасем шкул хыççăн килте хăйсем çеç ан юлччăр тесе тăрăшмалла. Пĕччен юлсан инкек пулас хăрушлăхĕ пысăк.

А АНДРЕЕВА ВДПО инструкторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика