26 августа 2009 г.
Раççей Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, пурнăçшăн чи кирлĕ, РФ Правительстви çирĕплетнĕ шута кĕртнĕ эмелсен хакне патшалăх енчен йĕркелесе тăмалла. Çакна мĕнле пăхăннине Патăрьел районĕн прокуратурипе ЧР Шалти ĕçсен министерствин экономикăллă преступленисене хирĕç кĕрешекен пайĕ (вăл Комсомольскинче вырнаçнă) тĕрĕслерĕç. Çÿлерех асăннă ыйтупа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕ те пур.
Çав йышăнусемпе килĕшÿллĕн, халăха эмелсемпе йĕркеллĕ тивĕçтерес, эмелсемпе медицина япалисен хакĕ ÿсессине чарса тăрас тесе, патшалăх социаллă тивĕçтерÿ парса эмелпе пулăшакан граждансемсĕр пуçне, эмел хакне хушмалли чикке пĕчĕклетнĕ. Эмел туса кăларакансен малтан курттăмăн сутмалли хаксене 15 процент ÿстерме юранă пулсан, ЧР Министрсен Кабинечĕн 210-мĕш йышăнăвĕпе çак чикке 10 процент хăварнă. Çав йышăнупах ваккăн сутмалли хаксене ÿстерессине 40 процентран 30 процент таран хăварнă. Курттăмăн сутакан организацисен хака 20 процентран ытла ÿстермелле мар.
Районта эмелсемпе медицина япалисене ваккăн сутассине Патăрьелĕнчи 43-мĕш аптека, «Сывлăх» тата «Ариес» пĕрлешÿсем, Патăрьел райповĕ ĕçлеççĕ. Тĕрĕслев итогĕ çакна кăтартса пачĕ: эмел тата медицина япалисем сутакан çÿлерех асăннă организацисем Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 210-мĕш номерлĕ йышăнăвне пăхăнаççĕ, вĕсем хак ÿстермелли чикĕсене чакарнă.
Прокуратура эмелсен хакĕсен шайне малашне те сăнавра тытĕ.
В. ПУТЯКОВ, район прокурорĕн аслă пулăшуçи.